Четверг, 18.04.2024, 21:49
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2022 » Февраль » 1 » Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем - «Хусанкай вулавĕсем – 2022» фестивалĕн призёрĕсем
10:46
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем - «Хусанкай вулавĕсем – 2022» фестивалĕн призёрĕсем

Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Сумлă çыравçа, унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан чăваш çук та пулĕ. Поэт произведенийĕсем чăваш литературин пуянлăхĕ, халăх кăмăлласа вулакан хайлавсем пулса тăчĕç. Хусанкай çырнисенче чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен кун-çулĕ, халăх кăмăлĕ яр уççăн курăнать. Поэтăн кашни хайлавĕнче наци хăйне евĕрлĕхĕ, чăвашлăх палăрать, кашни сăвви ăшă туйăм çуратать, чун-чĕрене тыткăна илет.

Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрĕ. Вилĕмсĕр поэта чысласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2022 çулхи кăрлачăн 12 – 24-мĕшĕсенче  «Хусанкай вулавĕсем – 2022» регион фестивальне йĕркелесе ирттерчĕ. Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 257 ача хутшăннă. Вĕсен хушшинче Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкулта вĕренекен ачасем те пулчĕç. Вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне Петĕр Хусанкайăн сăввисене чăвашла, тутарла, вырăсла вуласа ÿкернĕ видеороликсем хатĕрлесе кăтартрĕç. Иванов А. тата Масяева И. (8 класс ачисем), Путякова Ю. (6 класс ачи) тата Прискина А. (5 класс ачи) фестиваль призёрĕсем пулма пултарчĕç. Иванов А. тата Прискина А. П. Хусанкай çырнă сăввисене чăвашла каласа пачĕç, Путякова Ю. вара поэт сăввине вырăсла шăрантарчĕ, Масева И., тутар хĕр ачи, сăвăçăн тутарла куçарăвĕпе паллаштарчĕ.

Жюри членĕсем вĕренекенсем сăвă ритмĕпе рифмине тытса пыма пултарнине, сăвă темипе автор шухăш-кăмăлне ăнланма пултарнине палăртрĕç.

Призёрсене эпир чунтан саламлатпăр. Малалла та хастар пуласса шанса тăратпăр.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Просмотров: 162 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz