Четверг, 09.05.2024, 12:10
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2024 » Февраль » 15 » Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкул вӗрентӱҫисем районти XI методика фестиваль ҫӗнтерӱҫисем
08:08
Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкул вӗрентӱҫисем районти XI методика фестиваль ҫӗнтерӱҫисем

Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем нарăс уйăхӗн 13-мӗшӗнче Нӑрваш Шӑхаль  шкулӗнче иртекен районти XI методика фестивальне хутшăнчӗҫ. Ăна Раççейри çемье тата  тата Чӑваш Республикинчи экологи çулталăкне халалланă. Мероприятин тӗп тӗллевӗ – чăваш чӗлхине вӗрентекенсен пӗр-пӗрне хăйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарасси, ӗҫре ҫӗнӗ технологисемпе усă курасси.

Фестивале Патăрьел районӗн шкулӗсенче вӗрентекен пур чăваш чӗлхи учителӗ те хутшăнчӗ. Конкурс тĕрлĕ номинаципе иртрӗ. Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкул вӗрентӱҫисем Путякова Н.А. тата Каллина О.А. «Чӗреме ачасене парнелетӗп» («Сердце отдаю детям») тата «Чи лайăх класс тулашĕнчи ĕç» («Лучшее внеклассное мероприятие») номинацисен ҫӗнтерӱҫисем пулса тăчӗҫ. Экспертсем  асăннă  вӗрентекенсен  ӗҫӗсене, вӗсем усă куракан технологисене ҫӱллӗ шайра хакларĕç. Учительсене малалла та хастар ӗҫлеме ăнăҫу сунатпăр!

Çавăн пекех районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем республика шайӗнче иртекен «Тăван чĕлхепе тăван литературăна чи лайăх вĕрентекен-2024» конкурсӑн муниципалитет тапхӑрӗнче хăйсен педагог ӑсталӑхне кӑтартрӗç. Унăн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисен вĕренÿ пахалăхне çÿлерех çĕклесси тата вĕрентÿре çĕнĕ мелсемпе, меслетсемпе ĕçлекен вĕрентекенсен ăсталăхĕпе паллашасси, чи пултаруллине, чи лайӑххине палӑртасси. Ӑмӑртӑва хутшăнакансен урокӗсем пурин те ҫӳллӗ шайра иртрӗç пулин те ҫӗнтерӳҫӗ ята пирĕн шкулти Каллина О.А. тивĕçрĕ. Çитес вăхăтра вăл округ чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗ.

Ольга Алексеевнăна ăнăçу сунатпăр! Шкул тата округ ятне республика шайӗнче тивĕçлĕ хÿтĕлессе шансах тăратпăр!

Путякова Н.А., чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен

Просмотров: 54 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
26272829
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz