Четверг, 09.05.2024, 08:28
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 11
Гостей: 11
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2024 » Февраль » 22 » Паян - Пěтěм тěнчери тăван чěлхе кунě.
08:33
Паян - Пěтěм тěнчери тăван чěлхе кунě.

Паян – Пěтěм тěнчери тăван чěлхе кунě. Çак куна 1999 çулхи чÿк уйăхěнче ЮНЕСКон Генаральнăй конференцийěн 30-мěш сессийěнче палăртма йышăннă, чěлхесен тата культурăсен пуянлăхне упраса хăварас тата аталантарас тěллевпе 2000- мěш çултан уявлаççě.

Нарăс уйăхěн 21-мěшěнче, поэзине юратакансем Çěньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта «Геннадий Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç. Кăçал та районти шкулсенчен  конкурса хутшăнакансен йышě пысăк пулни савăнтарчĕ.

Патăрьелĕнчи  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем те   конкурса хастар хутшăнчĕç. Поэзие кăмăллакансем, хăйсен ăсталăхне кăтартса призерсем пулма тивĕç пулчĕç. Чунтан тухакан сăвă йĕркисемпе итлекенсене савăнтарчĕç, тыткăнларĕç.

Виççěмěш класра вěренекенсем Цветков Дмитрий (ертÿçи Урукова С.С.), Алексеев Станислав (ертÿçи Иванова Н.В.), Солдатов Антон (ертÿçи Перепелкина О.А.) призерсем ятне илěç. 5 – мěш класра ăс пухакан Аверкина Полина (вěрентÿçи Путякова Н.А.)хăйěн уçă сассипе иккěмěш вырăнта пулчě. 9- мěш класра вěренекен Муллина Софья (вěрентÿçи Каллина О.А.)  «Çын мĕскершĕн çуралать» сăвва вуласа жюри членěсене савăнтарчĕ. 10 – мĕш класра ăс пухакан Иванов Арсентий (вĕрентÿçи Путякова Н.А.) кăмăлтан вуланине жюри членĕсем палăртса хăварчĕç. Арсентий  сумлă виççĕмĕшсен ретĕнче пулчĕ.

Ăнăçу тата çитĕнÿ сунатпăр çамрăк поэзии ăстисене.

Каллина О.А.

Просмотров: 44 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
26272829
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz