Пятница, 26.04.2024, 22:58
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2021 » Сентябрь » 6 » «МАНĂÇМИ БЕСЛАН СУРАНĚ» ТЕМĂПА КАЛАÇУ ИРТРĚ
18:50
«МАНĂÇМИ БЕСЛАН СУРАНĚ» ТЕМĂПА КАЛАÇУ ИРТРĚ

Кашни çулах авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче  Патăрьел  районěнчи Патăрьелĕнчи  пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта  террористсен чунсăрлăхне пула шар курнисен ячěпе тĕрлĕ  мероприятисем ( Асăну кунě) ирттереççě.

Паян, авăн уйăхěн 6-мěшěнче, 5 –мĕш класра чăваш чĕлхи урокĕ  чăваш чĕлхине вĕрентекен Федорова В.Ф.   ертсе пынипе  «Манăçми Беслан суранě»  темăпа калаçу иртрě.  Валентина Федоровна  2004-мěш çулхи авăн уйăхěн 1-мěшěнче Пěлӳ кунне уявлама пухăннă  186 ача пурнăçě пěр айăпсăр татăлнине, ирсěр те хаяр террористсене пула  пěтěмпе 333 çын çут тěнчерен уйрăлнине, питě нумай çын сусăрланнине асăнса хăварчě.

Терроризм паянхи кун та этемлěхшěн чи пысăк  хăрушлăх кăларса  тăратакан юхăм пулнине палăтрě.

Хамăра террористсенчен хӳтěлеме пултаратпăр-и-ха эпир? Мěн тумалла, мěнле пулмалла? Çак ыйтусем  çинче чарăнса тăчěç  пиллěкмěшсем. «Ырăпа çеç туслашмалла, яланах  асăрхануллă та тимлě пулмалла» текен шухăш патне пычěç вěренекенсем.

 Юлашкинчен Бесланта пуç хунисене асăнса пěр минут шăп тăчěç.   

                                                                                                        Федорова В.Ф.

Просмотров: 226 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Сентябрь 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz