Пятница, 26.04.2024, 22:05
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Ноябрь » 18 » «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» Çеçпĕл çуралнăранпа 120 çул
09:21
«Кăвар чĕреллĕ сăвăç» Çеçпĕл çуралнăранпа 120 çул

Кăçал чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăваш литературин классикĕ Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) çуралнăранпа 120 çул çитет. Аслă поэтăмăра асăнса Чăваш Республикин пур кĕтесĕнче те тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Çеçпĕл Мишшин пултарулăхне, унăн литературăри вырăнне палăртакан конкурссене Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисемпе вĕрентекенĕсем те хастар хутшăнаççĕ.

Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ тата «Тантăш» хаçат редакцийĕ Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне лайăх пĕлме пулăшас тĕллевпе ирттернĕ республика шайĕнчи «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» викторинăра хутшăнса çĕнтерÿçĕ ята Л.А. Сорокина (чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ) тата 11в класра вĕренекен Алексей Торговцев (ертÿçи Л.А. Сорокина) тивĕçрĕç. 14 тата 15 ноябрьте Патăрьел районĕн тĕп библиотеки ирттернĕ «Сеспель – подснежник поэзии» сăвăçăсен конкурсĕнче вара Çеçпĕл сăввисене чăвашла каласа 10а класра вĕренекен Анастасия Кузнецова 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ, Даниил Паймуков вара 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Вăл та 10а класра вĕренет. Çеçпĕл сăввисене вырăсла каласа 10б класра вĕренекен Елизавета Солдатова çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Ачасен ертÿçи Путякова Н.А.  Аслă çулсенчи конкурсантсен хушшинче 1-мĕш вырăна вара чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Алексей Альбертович Торговцев йышăнчĕ.

Çеçпĕл Мишши поэтăн пултарулӑхӗ малалла та хастар, мал утăмлă пулма хавхалантартӑр, ҫунатлантартӑр. Çĕнтерÿçĕсене вара саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр.

Н.А. Путякова, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

Просмотров: 387 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Ноябрь 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz