Пятница, 26.04.2024, 12:46
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 3
Гостей: 3
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2021 » Апрель » 20 » Юхма Мишшипе тĕл пулура
18:45
Юхма Мишшипе тĕл пулура

Чăвашсен паллă çыравçи, сăвăçи, драматургĕ Юхма Мишши (Ильин Михаил Николаевич) ака уйăхĕнче 85 çул тултарчĕ. Патăрьел районĕн Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Пирĕн Патăрьелĕн 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухнă. Ун хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Шкулта ачасене вĕрентнĕ, пĕр хушă Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ. Чăваш литературин аталанăвĕнче вара калама çук пысăк йĕр хăварнă. Паянхи кун та вулакансене хăйĕн тарăн шухăшлă произведенийĕсемпе савăнтарать.

Чăваш чĕлхи эрнинче, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Патăрьелĕн тĕп библиотекине Юхма Мишшине сумлă юбилейпа саламлама районти шкулсенчен, ял библиотекисенчен хастар вулакансем пухăнчĕç. Тĕл пулăва пирĕн шкул ачисем те хутшăнчĕç. 5г класра вĕренекенсем Юхма Мишшине унăн «Чăвашлăх» сăввине вуласа саламларĕç. Шкул администрацийĕ ачасене тĕрĕс воспитани пама пулăшнăшăн тав хучĕ парса чысларĕ. Вăл шкулăн мухтавлă вĕренекенĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ.

Тĕл пулу питĕ кăсăклă иртрĕ. Ачасем Юхма Мишшинчен хайлавсем мĕнлерех çурални пирки, ытларах мĕн çинчен çырма юратни пирки ыйтса пĕлчĕç. Çыравçă «Шурçамка» произведенири сăнарсем пирки каласа пачĕ, вĕсене пурнăçран илни çинчен  пĕлтерчĕ.

Ачасем çыравçăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Юхма Мишши чăваш халăхĕн историйĕпе унăн телейĕ пирки нумай хайлавсем çырнине пĕлчĕç. Çак калаçу ачасен асĕнче тахçанччен юласса шанас килет.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Просмотров: 231 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz