Пятница, 26.04.2024, 11:47
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2017 » Апрель » 22 » Информаци сехечĕ.
13:40
Информаци сехечĕ.

 Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Петĕр Хусанкай 110 çул тултарнине палăртса информаци сехечĕсем ирттерчĕç, интереслĕ те пуян презентацисем пăхрĕç.

 Петр Петрович Хусанкай Тутар Республикине кĕрекен Сиктĕрме ялĕнче çуралнă. Чăваш халăх поэчĕ, К.В. Иванов тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премисен лауреачĕ – пĕрремĕш ретри çăлтăрсенчен чи çутти те хăватли, хăй хыççăн та çĕр çине пин – пин çутă сапаканни. Унăн çăлтăрĕ чăваш поэзийĕн тÿпине 20-мĕш çулсенче тухнă та çур ĕмĕр тăршшĕ çап – çуттăн çуннă, ыттисене хăй тавра пухса тăнă.

 П.П.Хусанкай поэзийĕ Тăван çĕр – шывăн вăрçинче хăватланнă. Паянхи кун та «Таня», «Çĕнтерÿ юрри» поэмăсем ахах пек çуталаççĕ.

 Петĕр Хусанкайăн пултарулăхĕ анлă, пысăк. Лирик, историк, этнограф, чĕлхеçĕ, публицист, тăлмачă – вăл пур жанрсемпе те çырнă.

 Пысăк ĕмĕтпе те шанчăкпа, хĕрÿ ĕçре те кĕрешÿре, пĕр вĕçсĕр шыравра ирттернĕ поэт хăйĕн пархатарлă пурнăçне.

 Петр Петрович Хусанкай пурнăçĕпе ĕçĕ – хĕлĕне пĕлни ачасен  тавра курăмне пуянлатать.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем:  Бабаева Е.М., Солдатова С.А.

Просмотров: 443 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz