Суббота, 11.05.2024, 21:23
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 3
Гостей: 3
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2024 » Апрель » 26 » И.Я. Яковлев – пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр.
17:40
И.Я. Яковлев – пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхипе литератури эрнин планĕпе килĕшÿллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 4 класра вĕренекенсем ача-пăча библиотекине çул тытрĕç. Унта «И.Я. Яковлев – пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр» класс сехечĕ иртрĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Ольга Лукьянова тата Антонина Иголкина, Рузиля Хисаметдинова библиотекарьсем ертсе пычĕç.

Чи малтанах ачасем И.Я. Яковлевăн пурнăçне аса илес тĕллевпе «Люди-легенды: Иван Яковлев» ятлă фильм пăхрĕç.

Иван Яковлевич Яковлев – ăсчах-педагог, çыравçă, чăвашсене çутта кăларакан, чăваш çырулăхне пуçаракан. «И.Я. Яковлев пирĕн тăрăхри шкулсенче темиçе хутчен те пулнă. Кашни килмессерен вĕрентекенсен ырă та пархатарлă ĕçĕсемпе, ачасен тарăн пĕлĕвĕсемпе савăннă, лайăх вĕренекенсене Чĕмпĕр шкулне чĕннĕ», - пĕлтерчĕ Антонина Витальевна.

Кулленхи пурнăçа хаклама, ырра усалтан уйăрма, ĕç - пурнăç тыткăчи пулнине ăнланса илме пире унăн калавĕсем пулăшаççĕ. Малалла вара ачасем Иван Яковлевăн калавĕсемпе  паллашрĕç. Валерия Бакашина «Сармантейĕн сар чăххи» юмахне пăхмасăр каласа пачĕ.

Юлашкинчен ачасем аслă вĕрентекенĕмĕрĕн Халалне аса илчĕç: «Ырă çын пул. Ватă çынсене хисепле, юлташусем умěнче пуçна ан каçăрт, кěçěннисене ан кÿрентер. Аçупа аннÿне хисепле, вěсене итле…».

Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулĕ.

Лукьянова О.В., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен

Просмотров: 21 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz