Пятница, 26.04.2024, 12:43
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 3
Гостей: 3
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2016 » Октябрь » 27 » Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ.
16:19
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ.

Фоторепортаж

               

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ. Вĕрентекенсем малтан библиотекăн вулав залĕнче пухăнса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç. Каллина О.А., шкулти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи, кĕскен шкулпа паллаштарчĕ. Вĕрентÿçĕсем яланах инновациллĕ меслетсемпе, çĕнĕ технологийĕсене тĕпе хурса ĕçлени çинчен палăртса хăварчĕ.  Федераци патшалăх стандарчĕпе килĕшÿллĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем куллен ачасене тăван чĕлхене упрама, хисеплеме вĕрентеççĕ. Районти чăваш чĕлхине вĕрентекенсен методисчĕ Перепёлкина Е.С. вĕрентÿ планĕсемпе программăсем чăваш чĕлхине ытти чĕлхесемпе тан вĕренме мĕн пур майсем пур тесе палăртрĕ.

               Учительсене  шкулта « Ěç çыннин çулталăкне» тата «Тăван çĕр - шывăн аслă вăрçин ачисене» ятпа  йĕркеленĕ галерейăсемпе  паллаштарнă  хыççăн вĕсем уçă уроксене саланчĕç. Уроксем тĕрлĕ темăсемпе иртрĕç. Перепёлкина Е.С., Бабаева Е.М., Солдатова С.А., Федорова В.Ф., Каллина О.А., Александрова О.Н. уçă уроксем пачĕç. Шкулти библиотека ĕçченĕсем,  Сорокина Л.А. вара хăйĕн пичетленнĕ сăввисемпе класс тулашĕнчи ĕç ирттерчĕ.

            Вĕрентекенсен урокĕсене пĕтĕмлетнĕ май программăпа килĕшÿллĕн    паянхи шкулта усă куракан çĕнĕ технологийĕсемпе вĕрентÿ ĕçĕнче анлăн усă курнине çирĕплетрĕç. Хăнасем методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ тухăçлă иртнине палăртрĕç.

 

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.

Просмотров: 988 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Октябрь 2016  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz