Суббота, 27.04.2024, 05:56
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2022 » Май » 4 » Чăваш чĕлхипе литературин Пĕтĕм тĕнче олимпиадин çĕнтерÿçине саламлатпăр!
09:01
Чăваш чĕлхипе литературин Пĕтĕм тĕнче олимпиадин çĕнтерÿçине саламлатпăр!

2022 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче чăваш чĕлхипе литературин Пĕтĕм тĕнче олимпиади иртрĕ. «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» ятпа иртекен олимпиада И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пулчĕ. Ăмăртăва Чăваш Республики, Тутар Республики, Чĕмпĕр облаçĕн шкулĕсенче 9-11 классенче вĕренекен 37 ача хутшăнчĕ. Вĕсем пурте кăçалхи регион шайĕнчи олимпиадăн çĕнтерÿçисемпе призёрĕсем.

Çак олимпиадăна Патăрьел районĕнчен 7 вĕренекен хушăнчĕ. Тăван чĕлхепе литературине чи лайăх пĕлнине кăтартас, пуринчен те пултаруллă пулнине çирĕплетес тесе тăрăшрĕç ачасем. Хĕрÿ тупăшура Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Муллина Ю. пĕтĕм тĕнче олимпиадин çĕнтерÿçи ята тивĕçрĕ. Вăл вырăс чĕлхиллĕ шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕренекен 10 мĕш класс ачисен хушшинче чи маттурри пулчĕ.

Муллина Юльăна, ăна вĕрентекен Солдатова С.А., Путякова Н.А. саламлатпăр, малалла та пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

Просмотров: 173 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Май 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz