Пятница, 26.04.2024, 08:56
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 5
Гостей: 5
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Апрель » 24 » ЧĂВАШ ЧĔЛХИ – ТĔРĔК ЧĔЛХИ
08:43
ЧĂВАШ ЧĔЛХИ – ТĔРĔК ЧĔЛХИ

Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе,

Вăл пирĕншĕн ĕмĕрлĕхе.

Вăл ĕлĕкхи, чи авалхи

Мăн асаттемĕрсен чĕлхи.

Эппин, сыхлар ăна, упрар,

Типсе хăрмашкăн парар мар.

Чĕлхе пĕтсен пĕтет чăваш,

Уйла кăштах, шутла, юлташ!

Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе.  Вăл Чăваш Республикинче патшалăх чĕлхиcенчен пĕри шутланать.

Чăвашла хаçат-журнал, кĕнекесем, радио  тата  телекăларăмсем тухаççĕ.  Чăваш чĕлхи – сăмах тĕлĕшĕнчен питĕ пуян чĕлхе. Вăл тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет.

Чăвашсем халĕ таçта та пурăнаççĕ. Хăйсен чĕлхипе калаçма вăтанмаççĕ. Чăвашăн мĕскĕнленме, вăтанма нимĕнле сăлтав та çук. Тĕнчери пур халăх та пĕрех!

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам  шкулти 3а класс  ачисем,  чăваш чĕлхи  эрни пынă май, «Чăваш чĕлхи -  тĕрĕк чĕлхи» темăпа калаçу ирттерчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова В.Ф.  ачасене тĕнчери чĕлхесем тĕрлĕ çемьесене пĕрлешни çинчен каласа пачĕ, чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен çемйине кĕнине пĕлтерчĕ.       

Паянхи куна тĕрĕк чĕлхисен шутне 30 ытла чĕрĕ чĕлхе кĕрет, темиçе ушкăна пайланать. Чăваш чĕлхи пăлхар ушкăнне кĕрет. Ку ушкăнра текех чĕрĕ чĕлхесем çук, чăваш чĕлхи пĕртен- пĕри çеç. Çавăн пекех вĕрентекен чăваш чĕлхипе тĕрĕк çемйинчи ытти чĕлхесен пĕрпеклĕхĕсемпе паллаштарчĕ, уйрăмлăхсем пирки те аса илчĕ.

Калаçу ачасемшĕн кăсăклă пулчĕ. Вĕсем çĕннине нумай пĕлчĕç. 

Ун хыççăн «Кам нумайрах пěлет?» викторина пулчě. Конкурсра тăван чěлхепе тата литературăпа ҫыхăннă ыйтусем пулчěҫ. Ачасем хаваспах ыйтусен тупсăмěсене тупса хуравларěҫ. Конкурс икě команда  хушшинче пулса иртрě. Чи тавҫăруллисем вара Назарова Ксения, Петрухина Александра, Салихова Лилия, Самаркин Максим, Спинов Алексей, Федоров Антон тата Фомина Ульяна пулчĕç. Ҫакăн пек конкурссем вӗренекенсен тавракурăмне ӳстерет, пěлес туртăма ҫěклет тата ăс-хакăла пуянлатать.

                                                                                          Федорова В. Ф.

 

Просмотров: 528 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz