Суббота, 11.05.2024, 11:10
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2024 » Апрель » 26 » Чăваш чĕлхи эрнинче
10:11
Чăваш чĕлхи эрнинче

Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта планпа килĕшÿллĕн  чăваш чĕлхи эрни пырать.Шкулта тарăн пĕлÿ тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре опытлă вĕрентекенсем тăрăшаççĕ. Ачасене тăван чăваш чĕлхине пысăк шайра вĕрентес тесе вăй хураççĕ. Ḉамрăк ăрăва чăвашла калаçма, вулама, çырма, анне чĕлхине хисеплеме тата юратма вĕрентеççĕ. Тĕслĕхрен, Наталья Алексеевнǎн  вĕренекенĕсем юлашки çулсенче чăваш чĕлхипе район шайĕнче çеç мар республикăра та хăйсен пĕлĕвне тивĕçлĕ кăтартаççĕ. Ḉакăнта паллах, вĕрентекенсен тÿпи пысăк. Уроксем хыççăн вăхăт тупса кирлĕ пĕлĕве ачасем патне çитерме тăрăшаççĕ, пасăк тавра – курăмлă ачасемпе уйрăмшарăн ĕçлеççĕ. Пĕлÿ арчине уçса, çĕнĕ технологисене усă курса вăй хураççĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекем.

Ачасене чǎваш чĕлхине юрǎ - ташǎ урлǎ, сцена ҫинче выляса, тĕрлĕ майлǎ хавхалантарса вĕрентеҫҫĕ. Ачасемшĕн тĕслĕх пулса вĕрентекенсем  те юрǎ – ташǎра, тĕрлĕ ǎмǎртусенче хǎйсен ǎсталǎхне туптаҫҫĕ. Районти тата республикǎри методика фестивалĕсене, пысǎк шайри конкурссене хастар хутшǎнса ачасене тĕслĕх кǎтартаҫҫĕ. «Чи лайǎх тǎван чĕлхе вĕрентекенĕ» конкурсра та хǎйсен  ǎсталǎхне туптарĕҫ. Каллина О.А. районта малтисен ретĕнче пулса, республика шайĕнче район чысне хӳтĕлерĕ.

Хисеплě вěренекенсене тата вěрентÿḉěсене ăнăḉу сунатпăр. Малашне те пысăк ḉитěнÿсем туса пыма сěнетпěр. Чăваш чěлхине ḉěклекенсем, уншăн ḉунакансем тата тăрăшакасем пурри чăн – чăн мухтав.

Каллина О.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенě

Просмотров: 27 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz