Четверг, 25.04.2024, 10:11
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2018 » Апрель » 28 » Чăваш чĕлхи эрнинче.
12:32
Чăваш чĕлхи эрнинче.

Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине калаçакан патне тĕрĕс çитерме те май çук.

Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ачасем чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕренеççĕ. Теори материалĕ ачасемшĕн кичем ан пултăр тесен, çăмăл та ансат чĕлхепе калаçмаллине шкулта ĕçлекен кашни вĕрентекенех аван пĕлет. Анчах та ку çеç сахал. Ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмĕ пысăклантăр, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлес пулать. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта.

Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрнине тухǎçлǎ ирттерчĕç. Планра палǎртнǎ ĕçсене пурнǎçларĕç. Шкулти библиотекăра И.Я.Яковлева халалласа выставка йĕркелерĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уроксенче, класс тулашĕнчи сехетсенче аслă вĕрентекенĕмĕр çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлевăн халалĕнчи шухӑшсем кашни ача чунне, чĕрине пырса тивессе шанас килет. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем аслă вĕрентекенĕмĕр çырнă юмахсемпе паллашрĕç, унти сӑнарсене ÿкерчĕҫ. Викторинăна хастар хутшăнчĕç. Викторинăри ыйтусене  аслǎ вĕрентекенĕмĕр çулталăкне халалласа йĕркеленĕ. Кăткăс ыйтусен хуравĕсене вĕренекенсем çăмăллăнах тупрĕç.

Ака уйǎхĕ ачасемшĕн те вĕрентекенсемшĕн те тухǎçлǎ пулчĕ. Районта, республикǎра иртекен тĕрлĕ мероприятисенче пирĕн вĕренекенсемпе пĕрле вĕрентÿçĕсем те малтисен ретĕнче пулни савǎнтарать.  

Малашне те чǎвашлǎха туйса, çирĕппĕн пысǎк утǎмсем тǎвасчĕ.

Каллина О.А.

Просмотров: 490 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2018  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz