Пятница, 26.04.2024, 10:31
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 5
Гостей: 4
Пользователей: 1
batyr1school

Новости сайта

Главная » 2021 » Апрель » 24 » Чăваш чĕлхи эрни
07:22
Чăваш чĕлхи эрни

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Çак куна халалласа Чăваш Республикин кашни шкулĕнчех чăваш чĕлхи эрни иртет. Кăçалхи мероприятисене чăвашсен çĕнĕ çырулăхне тунăранпа 150 çул çитнине халалланă. Алфавита тăваканĕ – аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев.

Патăрьелĕн 1-мĕш вăтам шкулĕнче те 19 апрелĕнчен пуçласа эрнипех хĕрÿ ĕç хуçаланчĕ. Кашни класрах чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем класс сехечĕсем, вăйă-уроксем, пултарулăха туптакан маçтăр-классем ирттерчĕç. Александрова О.Н., Сорокина Л.А., Солдатова С.А. тата Путякова Н.А. вĕрентекенсем эрнен пĕрремĕш кунĕнчех шкул ачисене Чăваш Республикин символĕсем çинчен каласа пачĕç, Раиса Сарпи поэтесса пултарулăхĕпе район шайĕнчи конкурса ачасемпе хутшăнса призёрсем пулма пултарчĕç. Путякова Н.А. ертсе пынипе 5г класс вĕренекенĕсем Юхма Мишши çыравçăпа тĕл пулчĕç, чăвашлăх çинчен сăвă каласа куракансене те, çыравçа та хавхалантарчĕç. Солдатова С.А. урокĕсенче вара ачасем тăван чĕлхе çинчен калакан йĕркесене шăрантарчĕç. Александрова вĕренекенсене чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем çинчен каласа  пачĕ. Сорокина Л.А. уроксенче тата класс сехечĕсенче «Поэзи лаççин» вăрттăнлăхне уçса пама тăрăшрĕ, хăй çырнă сăвăсемпе паллаштарчĕ. 9г класс ачисем, вĕрентекенĕ Путякова Н.А., «Чăваш алфавичĕ 150 çулта!» хаçат кăларчĕç. Ачасем класпа кăна мар, хăйсем те уйрăм хаçат йĕркелеме кăмăл турĕç. Эрнен юлашки кунĕнче кашни класрах Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен калаçрĕç, чăваш чĕлхин малашĕ пулас ăрура пулнине палăртрĕç.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

Просмотров: 241 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz