Вторник, 30.04.2024, 14:25
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 4
Гостей: 4
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2023 » Апрель » 21 » Чăваш чӗлхи эрнинче
06:26
Чăваш чӗлхи эрнинче

Патăрьелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литература эрни иртет. Вӗрентекенсем планпа килӗшӱллӗн тӗрлӗ енлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ҫак эрнене аслă вӗрентекенӗмӗр И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.

И.Я. Яковлев – чăваш халăхне ҫутта кăлараканӗ. Чăваш ҫырулăхне, чăваш шкулне пурнăҫ параканӗ. Тăван халăха тӗнче цивилизацийӗн шайне ҫӗклекенӗ.

Ака уйăхӗн 20- мӗшӗнче  пиллӗкмӗш классем тăван чӗлхе вӗрентекӗнпе Каллина О.А. район библиотекинче пулчӗҫ. Библиотека ӗҫченӗ Иголкина Т.Ф. ачасене  хатӗрленӗ куравпа паллаштарчӗ. Аслă вӗрентекенӗмӗрӗн ӗҫӗ – хӗлӗ ҫинчен тӗплӗнрех чарăнса тăчӗ. Чӗмпӗр шкулӗ тата унтан вӗренсе тухнă паллă ҫыравҫăсем, композиторсем, музыкантсем, художниксем, куҫаруҫăсем, историксем ҫинчен каласа пачӗ.

Ачасем «И.Я. Яковлев пурнăҫӗпе пултарулăхӗ» викторина ыйтăвӗсем ҫине хуравларӗҫ.  Унăн юмахӗсемпе калавӗсене вуласа савăнчӗҫ, кăсăклă презентаци курчӗҫ.

«Чăн пӗчӗкҫӗ ӗҫе те пикенса, юратса ӗҫлӗр», - тенӗ И.Я. Яковлев. Аслă патриарх мăнукӗсем ҫак пил сăмахӗсемпе паянхи тӗл пулăва вӗҫлерӗҫ.

 Тăван чӗлхе вӗрентекенӗ  Каллина О.А.

Просмотров: 84 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2023  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz