Пятница, 26.04.2024, 18:12
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 1
Пользователей: 1
batyr1school

Новости сайта

Главная » 2021 » Ноябрь » 5 » «ЧĂВАШ АЧИ ЧĂВАШАХ» V-МĔШ ФЕСТИВАЛЬ ИРТРĚ
16:31
«ЧĂВАШ АЧИ ЧĂВАШАХ» V-МĔШ ФЕСТИВАЛЬ ИРТРĚ

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ тата Чăваш Республикин Муркаш районĕн «А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулĕ» Çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă республика шайĕнчи «Чăваш ачи чăвашах» V-мĕш фестивальне йěркелерěç. Фестиваль икӗ номинаципе иртрӗ: «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» тата «Вĕрентетпĕр чăвашла».

Чӑваш чӗлхи вĕрентмен учительсем урок темине тăван халăх историйĕпе тата культурипе çыхăнтармалла, пуплев илемлӗхӗпе тыткӑнламалла, чăвашла тĕрĕс те таса калаçса ӑнлантармалла, тĕрлĕ меслетпе, мелпе усă курса, ачасене хавхалантармалли мелсем тупмалла, кӑсӑк информаци памалла пулчĕ. 

Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 1- мĕш вăтам шкулта ěçлекен учительсем те çак фестивале хутшăнма кăмăл турěç. Матросова Елена Анатольевна вара «Вĕрентетпĕр чăвашла» номинацире хутшăнчĕ.  Ăна пулӑшаканě чӑваш чӗлхипе литератури учителӗ Федорова Валентина Федоровна пулчě.

Фестивале хутшăнакансене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр!

                                                          Матросова Е.А., Федорова В.Ф.

Просмотров: 242 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Ноябрь 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz