Пятница, 26.04.2024, 13:08
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 5
Гостей: 5
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2017 » Ноябрь » 8 » Ҫамрăксем сывă пурнăҫшăн!
15:10
Ҫамрăксем сывă пурнăҫшăн!

Хальхи  вăхăтра информаци технологийĕ пурнăҫа ҫав тери хăвăрт кĕрсе пырать. Кирек мĕнле ыйту сиксе тухсанах Интернетран пулăшу ыйтма васкатпăр. Компьютер урлă пĕр – пĕринпе калаҫатпăр, ҫырусем вĕҫтеретпĕр.

 «Ҫамрăксем сывă пурнăҫшăн» акцие халалласа Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӱ паракан пĕрремĕш вăтам шкулта  9а класра «Интернетпа пĕлсе усă курар» класс тулашĕнчи урок иртрĕ. Компьютер кирлĕ ĕҫре пысăк пулăшу парать, анчах та унăн тӱнтерлĕ енĕ пирки манмалла мар,- терĕҫ ачасем. Интернет уҫлăхĕнче хăрушлăха туйсан, кирлĕ информацие тĕрĕс  суйласан, «тĕлĕнмелле ещĕкĕн» сиенĕ сахаллине пĕлетпĕр, анчах та «хура сайтсем» канăҫ памаҫҫĕ иккен. Кирлĕ информацие ҫеҫ уҫламаллине сӱтсе яврĕҫ тăххăрмĕш классем.

Виртуаллă тĕнчере вĕҫнĕ май вăхăт иртнине те туймастăн, «сиенлĕ сайтсем» илĕртнине те йышăнчĕҫ  арҫын ачасемпе хĕр ачасем. Ҫакă мĕнле сиен патне илсе пынине пĕлеҫҫĕ вĕсем. Кĕҫĕнрех юлташсене те тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен асăрхаттарасси пирĕн аслисен тивĕҫĕ тесе палăртрĕҫ вĕсем.

«Ҫитĕнекен ăрăва тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен асăрхасах тăмалла. Ытларах компьютер умĕнче мар, уҫă сывлăшра уҫăлса ҫӱрени, сывă пурнăҫ йĕркине тĕпе хурса пурăнни пысăк витĕм кӱрет», - вĕҫлерĕ калаҫăва класс ертӱҫи Каллина Ольга Алексеевна. Çак шухăшпа 9а класс ачисем те пурте килĕшрĕç.

                                                                                                      Ертӱҫи Каллина О.А.

Просмотров: 505 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz