Пятница, 26.04.2024, 13:53
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 6
Гостей: 6
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2021 » Февраль » 24 » «Айхи вулавĕсем-2021» сăвă конкурсне пĕтĕмлетрĕҫ
17:29
«Айхи вулавĕсем-2021» сăвă конкурсне пĕтĕмлетрĕҫ

2021 çулхи нарăс уйăхĕн 21 – мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ, Чăваш патшалăх, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕр-шыври литература премийĕсен лауреачĕ Г.Айхи пурнăҫран уйрăлса кайнăранпа 15 ҫул ҫитет.

Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн хушăвĕпе килĕшӱллĕн районта Геннадий Айхи поэта халалласа  вун пиллĕкмĕш хут «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ. Кăҫалхи ҫул конкурса дистанци мелĕпе ирттерме тӱр килчĕ пулин те поэзине юратакансем унта хастар  хутшăнчĕҫ. Жюри членĕсем конкурса ҫитнĕ видеоматериалсене пăхса пĕтĕмлетрĕҫ. 

Геннадий Николаевич Айхи - чăваш халăх поэчĕ, 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Çĕньялта учитель кил-йышĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Мускавра А.М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлӳ илнĕ.

Г.Айхин малтанхи сăввисем 1940-мĕш çулсен вĕçĕнче пичетленме тытăннă. Малтан вăл ытларах чăвашла çырнă, каярахпа вырăсла та нумай хайланă. Унăн сăвă кĕнекисем Мускавра та, чикĕ леш енче те нумай пичетленнĕ. Вăл тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла нумай куçарнă. Г.Айхи француз, венгр тата поляк поэзийĕн антологийĕсене пухса кăларнă («Франци поэчĕсем» кĕнекене пĕтĕмпех хăй куçарнă, тепĕр иккĕшне — ушкăнпа). Вăл çавăн пекех «Чăваш поэзийĕн антологине» итальянла, венгрла, акăлчанла тата французла уйрăмшар кĕнекен кăларнă, антологин хăш-пĕр пайне чикĕ леш енчи ытти чĕлхепе те пичетленĕ.

«Айхи вулавĕсем» конкурс 3-11 - мĕш классем хушшинче икĕ номинаципе иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире жюри членĕсем çапла хакласа палăртрĕç:  

«Г.Айхи сăввисене чăвашла тата вырăсла вуласси» номинацире 7-8 -мĕш классем хушшинче 7-мĕш класра вĕренекен  Масяева И. (ертÿçи–Путякова Н.А.) йышăнчĕ;

«Г.Айхи сăввисене ют чĕлхепе вуласси» номинацире  5-6-мĕш классем хушшинче 5-мĕш класра вĕренекен Путякова Ю. йышăнчĕ (ертÿçи – Чабатова З.Р.); 7-8 классем хушшинче  - 7-мĕш класра вĕренекен Иванов А. (ертÿçи – Югаметова Ф.Р.) йышăнчĕ.

Просмотров: 201 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz