Вторник, 22.04.2025, 23:17
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры






















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2025 » Февраль » 18 » Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем - «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 3-мĕш фестивалĕн çĕнтерÿçисем
07:51
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем - «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 3-мĕш фестивалĕн çĕнтерÿçисем

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тăван чĕлхе кунне, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 3-мĕш фестивалĕ иртрĕ.  Фестиваль пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем – Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕпе Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ.

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕсем: чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăла-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарасси, ачасене тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси, шкул ачисен тăван халăх чĕлхипе литературине, историпе культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси,  вĕрентекенсен паха опытне тупса палăртасси, унпа ыттисене паллаштарасси

Мероприятире пурĕ Чăваш Республикин 12 муниципалитет округĕнчи 37 шкулпа ача садĕнчен  килнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Ăмăрту 8 номинаципе иртрĕ. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем «Çемье йăли-йĕрки – çирĕп çемье никĕсĕ» тата «Халăх юрри – чунăм уççи» номинацисенче вăй виçрĕç. «Çамрăк театрçăсем» çăварни йăлипе паллаштарчĕç, çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. Йăла кăтартаканĕсем 6-8 класс ачисем: Попова Мария, Никифоров Александр, Селиванова Регина, Пласкина Анна, Каклимова Вероника, Кузнецов Денис, Лепёшкин Матвей, Аверкина Полина тата Зубов Роман. 9-мĕш класра вĕренекен Путякова Юльăпа 4-мĕш класс хĕрачи Кудряшова Анна вара халăх юррине юрласа 2-мĕш вырăнсем йышăнма пултарчĕç.

Фестиваль çĕнтерÿçисене  малалла та ăнăçусем тума, хастар пулма сунатпăр.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

тата Селиванова И.П., музыка учителĕ

Просмотров: 13 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально
































Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2025  »
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
2425262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2025
uCoz