Вторник, 22.04.2025, 22:02
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры






















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2025 » Февраль » 19 » Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкул вӗрентӱҫисем районти XII методика фестивалĕн ҫӗнтерӱҫисем
07:35
Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкул вӗрентӱҫисем районти XII методика фестивалĕн ҫӗнтерӱҫисем

Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем нарăс уйăхӗн 18-мӗшӗнче Тури Туçа вăтам  шкулӗнче иртекен районти XII методика фестивальне хутшăнчӗҫ. Ăна Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин çулталăкне халалланă. Мероприятин тӗп тӗллевӗ – чăваш чӗлхине вӗрентекенсен пӗр-пӗрне хăйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарасси, ӗҫре ҫӗнӗ технологисемпе усă курасси.

Фестивале Патăрьел районӗн шкулӗсенче вӗрентекен пур чăваш чӗлхи учителӗ те хутшăнчӗ. Конкурс тĕрлĕ номинаципе иртрӗ. Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкул вӗрентӱҫисем Путякова Н.А., Каллина О.А. тата Лукьянова О.В. «Чи лайăх класс тулашĕнчи ĕç» («Лучшее внеклассное мероприятие»), «Урок-проект» тата «Чи кăсăклă класс тулашӗнчи ĕç» («Самое увлекательное внеклассное мероприятие») номинацисен ҫӗнтерӱҫисем пулса тăчӗҫ. Пирĕн шкул учителĕсем ачасене Тăван Çĕр-шывăн Аслă вăрçин историйĕпе паллаштарчĕç, вăрçă паттăрĕсене аса илчĕç, салтаксем çырнă вăрçă вăхăтĕнчи çырусене тишкерчĕç. Экспертсем  асăннă  вӗрентекенсен  ӗҫӗсене, уроксенче усă куракан технологисене ҫӱллӗ шайра хакларĕç.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене малалла та хастар ӗҫлеме ăнăҫу сунатпăр!

Путякова Н.А., Каллина О.А., Лукьянова О.В.,

чăваш чӗлхипе литератури вӗрентекенĕсем

Просмотров: 27 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально
































Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2025  »
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
2425262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2025
uCoz