Патǎрьелĕнчи 1-мĕш шкулта пултаруллǎ ачасем нумай. Вĕсенчен пĕри 9»г» класра вĕренекен Мефодий Галкин. Районта мĕнле те пулин мероприяти иртет пулсан сцена çинче ǎна Мефодий ертсе пырать. Залри сумлǎ çынсем умĕнче тухса калаçма, хǎйне кирлĕ пек тытма пултарать вǎл. Шкулти пĕр конкурс та, мероприяти те Мефодисĕр иртмест. Районти сǎвǎ калакансен конкурсĕсенче те вǎл яланах малтисен хушшинче. Акǎ Марина Карягина, Геннадий Айхи, Раиса Сарпи çырнǎ сǎвǎсене калакансен хушшинче «Звучащее слово» сǎвǎ конкурсĕнче те 1-мĕш вырǎнсене çĕнсе илчĕ. Мефодин артист таланчĕ те лайǎх аталаннǎ. И.Я. Яковлев çулне халаласа чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Путякова Н.А. çырнǎ сценкǎра Мефодий Иван Яковлевич сǎнарне питĕ ǎста вылять. Шупашкарта иртнĕ конкурсра 2-мĕш вырǎн йышǎннǎ сценкǎна лартакансем.
Мефодий ǎста юрçǎ та. Уроксем хыççǎн вǎл музыка шкулне çÿрет, унта вокал мелĕпе юрлама хǎнǎхса пырать. Районта,республикǎра иртекен юрặ конкурсĕсенче призлǎ вырặнсене йышǎнать. Мефодий район пуçлǎхĕн стипендиачĕ. Вǎл пĕрре те тунǎ çитĕнÿсем çинче чарǎнса тǎма шутламасть, çитес конкурссене хутшǎнма хатĕрленет. Солдатова С.А. |