Пятница, 19.04.2024, 16:42
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2020 » Февраль » 15 » В.И. Чапаев – граждан вăрçин геройĕ.
11:06
В.И. Чапаев – граждан вăрçин геройĕ.

Нарăс уйăхěн 9-мĕшĕнче граждан вăрçин геройĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 133 çул çитрĕ.

Çак паллă куна  халалласа   Патăрьелĕнчи  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулти 6 класс ачисем чăваш чĕлхи урокĕнче «Чапаев Василий Иванович - граждан вăрçин геройĕ» ятпа калаçу ирттерчĕç, паттăрăн ачалăхĕпе, вăрçăри хăюллăхĕпе паллашрĕç.

Чăваш чĕлхине вĕрентекен  Федорова В.Ф. Василий  Ивановичăн ачалăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл 1887 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи Будайкăри хресчен çемйинче  çуралнă. Ку вырăс ялне XX ĕмĕрте Шупашкар хулине кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ун чухне улттăмĕш ачи çитĕнсен çĕршывĕпех чапа тухасса шухăшлама та пултарайман.

Вĕрентекен ачасене Василий Чапаев пĕчĕк чухнех  вăрçăлла выляма юратни, ачасем ăна яланах командир пулма суйлани, икĕ çул Шупашкарти мăнастир шкулĕнче вĕренни çинчен,  йывăр пурнăçа пула  шкула çÿреме пăрахса пиччĕшĕсемпе пĕрле платникре çÿрени çинчен те пĕлтерчĕ.

Каярахпа Чапаевсен  çемйи çитмен пурнăçа пула Будайкăран Самар кĕпĕрнинчи Балаковăна  куçса кайнине палăртса хăварчĕ.

Вĕренекенсем презентаци пăхнăçемĕн Василий Чапаев  3 хут Георгий хĕресне тата медальне тивĕçнине, Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ пулнине, унăн ячĕпе урамсем, вĕренÿ учрежденийĕсем хисепленсе тăнине, Шупашкарта Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ, музей пуррине пĕлчĕç.

Ачасем калаçу вăхăтĕнче паттăра халалланă фильм сыпăкĕсене пăхрĕç, Н.Янкас çырнă "Чапаев вилĕмĕ" сăвва вуларĕç, халапсемпе шÿтсене аса илчĕç.

Чăваш ятне çĕкленĕ паттăрсене пирĕн манмалла мар.

                                                                                                Федорова В.Ф.

Просмотров: 308 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2020  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
242526272829
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz