Вторник, 23.04.2024, 19:09
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2018 » Сентябрь » 18 » Унăн çутă сăнарĕ манăçмасть
08:13
Унăн çутă сăнарĕ манăçмасть

Кăçал, авăн уйăхĕнче, чăваш çыравçи, РСФСР тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентÿçи Марфа Дмитриевна Трубина çуралнăранпа 130 çул çитрĕ.

Трубина Мархви – чăвашран тухнă малтанхи хĕрарăм-çыравçăсенчен пĕри.  Вăл  ача-пăча литературин никĕсне хывас тата ăна аталантарас тĕлĕшпе нумай вăй хунă. Вăл çырнă «Ача чухнехи» (1960), «Асăнмалăх, савăнмалах», «Мучар» (1934), «Хăнаран» (1929), «Праски йăнăшĕ» (1935) тата ытти нумай хайлавсене нумайăшĕ пĕлеççĕ.  Вĕсенче автор ачасене Тăван çĕршыва юратма, халăхшăн тăрăшма, ĕçчен те ырă кăмăллă пулма вĕрентет.

Трубина Мархвин çуралнă  кунне халалласа  Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти  5 «в» класра  «Унăн çутă сăнарĕ манăçмасть» ятлă  литература сехечĕ иртрĕ. Ку мероприятие  5 «в» класра  вĕренекенсем  хастар хутшăнчĕç. Ачасем Трубина Мархви кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата  кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Çавăн пекех вĕренекенсем «Ача чухнехи» автобиографиллĕ повесть сыпăкĕсене вуласа ыйтусем çине хуравларĕç.

Литература сехечĕн тĕллевĕ – Трубина Мархви еткерлĕхне упраса хăварасси, унăн хайлавĕсемпе ачасене интереслентересси.                                                                    

                                                                    Федорова В. Ф., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Просмотров: 514 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Сентябрь 2018  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz