Среда, 24.04.2024, 16:17
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 5
Гостей: 5
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2021 » Ноябрь » 29 » Тылри паттăрлăха манмастпăр
16:59
Тылри паттăрлăха манмастпăр

Чăваш Енре Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине тăвакансен  çулталăкĕ  вĕçленсе пырать.

Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан  1-мĕш вăтам шкулта  та çак çула халалласа уçă уроксем, паттăрлăх сехечĕсем, куравсем иртрĕç.

9 - мĕш класра «Тылри паттăрлăха манмастпăр» ятлă урок иртрĕ. Ачасем «Тăшман ури кунта ан пустăр» чăвашла  фильм пăхрĕç. Фильма «Чăвашкино» студи ӱкернĕ. Унăн сценари авторĕ тата режиссерĕ Алексей Енейкин журналист. Фильм никĕсĕнче ветерансем каласа панă чăнлăх. Ачасем Сăрпа Хусан чиккине тăвакансен кун - çулĕ мĕнле нушаллă пулнине пĕлчĕç. Шартлама сивĕре мĕнле ĕçленĕ-ха вĕсем?  Пурте Ҫĕнтерӱ кунĕ çитессе шаннă.

Фильмра Шупашкарти тĕрлĕ театрти артистсем вылянă. Артистсен окоп чавма тивнĕ.  30 градус сивĕре те ӳкерĕннĕ.

Ку фильма халĕ тĕрлĕ çĕр-шывра кăтартаççĕ.

Вĕренекенсем  паттăрсене яланах асра тытмалли, вăрçă тата тыл ветеранĕсене, аслă çынсене хисеплемелли,  яланах пулăшмалли çинчен аса илсе çирĕплетсе хăварчĕç.

Юлашкинчен ачасем тек нихăçан та этемлĕхшĕн вăрçăллă, çухатуллă, йывăр кунсем ан пулччăр тесе пĕтĕмлетрĕç.

Федорова В.Ф., чăваш чĕлхипе  литературине вĕрентекен

Просмотров: 172 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Ноябрь 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz