Четверг, 28.03.2024, 20:10
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Декабрь » 17 » «Театр – манăн пурнăçра» видеоконкурсăн çĕнтерÿçисем.
18:36
«Театр – манăн пурнăçра» видеоконкурсăн çĕнтерÿçисем.

Кăçал Раççейре Театр çулталăкĕ пулнă май «Хыпар» Издательство çурчĕн ача – пăча кăларăмĕсен редакцийĕ «Театр – манăн пурнăçра» видеоконкурс ирттерчĕ. Унăн тĕллевĕ – артист пултаруллăхĕллĕ ачасене тупса палăртасси, аталанма хавхалантарасси пулчĕ. Конкурсра 1-9-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Видеоĕçре чăвашла е вырăсла пĕр-пĕр юптарăва е пьеса сыпăкне выляса кăтартса памаллачĕ. Конкурса хутшăнма раштавăн 8-мĕшĕччен ĕçсене редакцин электрон почтине ямалла пулнă.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш ватам шкултан 4 класра вĕренекенсем çак конкурса хаваспах хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен видеоĕçĕнче, Куракова Н.В. тата Сорокина Л.А. вĕрентекенсем тăрăшнипе, Раиса Сарпин «Пукане» юмахĕ тăрăх çырнă пьеса сыпăкне выляса кăтартрĕç. Инесса Анисимова, Тимофей Шекеев, Виолетта Хитрова, Максим Иванов, Дина Хафизова, Анна Портнова, Злата Субботина сцена çинче чăн-чăн артистсем пек тытрĕç. Редакцие çитнĕ ĕçсем пĕри тепринчен кăсăклăрах пулчĕç. Вĕсене В. Карпов (К.И. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн актерĕ,Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ), Ю. Филиппов (Чăваш патшалăх пукане театрĕн илемлĕх ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ) тата Д. Петров (Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ) хакланă. Ушкăнсен хушшинчи ăмăртура Патăрьелĕнчи 1-мĕш ватам шкулта 4б класра вĕренекенсен видеоĕçĕ 1-мĕш вырăн йышăннă.

Çамрăк артистсене малалла та тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерÿçĕсем пулма сунатпăр.

Сорокина Л.А., Куракова Н.В. вĕрентекенсем.

Просмотров: 368 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Декабрь 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz