Пятница, 29.03.2024, 17:06
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2021 » Май » 22 » Тăван халăх паттăрлăхĕ яланах асра
08:02
Тăван халăх паттăрлăхĕ яланах асра

Чăваш Енре 2021 çул  -  Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕн çулĕ. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнчи чăваш чĕлхи урокне  Патăрьелĕнчи пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан 1-мĕш вӑтам шкулти  9-мӗш класри ачасем «Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккине тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕ» хăюлăх урокĕпе вĕçлерĕç. 

Тăван ҫӗр-шывӑн аслӑ вӑрҫин шавӗ Чӑваш Ене ҫитмен пулсан та пирӗн халӑх историне тарӑн  йӗр хӑварма пултарнӑ. Вӑл тылра нушаланнисен юнӗпе тата куҫҫулӗпе тулнӑ.

Ачасем Аслă Тăван çĕр-шыв вăрçи   вăхăтĕнче хÿтĕлев чиккисем тунă çĕре хутшăннă чăваш çыннисен паттăрлăхĕпе паллашрĕç.

Асăннă урокра  вĕренекенсем хĕрарăмсемпе хĕрсем кашни кун вуншар сехет кану мĕнне пĕлмесĕр, сывлăхĕсемпе вăйĕсене шеллемесĕр ĕçлени çинчен пĕлчĕç. Хĕлле, 40-43 градус сивĕре, кĕреçесемпе тата лумсемпе шăннă çĕре такканă. Вĕсен çие тăхăнма ăшă тумтир те пулман. Урисене те çăпата çеç сырайнă.

Ачасем вĕрентекен каласа панине кăсăкланса итлерĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.

Вĕренекенсем вăрçă вăхăтĕнче фронтра çапăçакан салтаксене çеç мар, тылри пĕтĕм халăха та чăтма çук йывăр пулнине ăнланчĕç.

Çак  мероприяти  вĕренекенсен чĕрисенче хĕрхенÿ туйăмĕ çуратрĕ. Çав вăхăтрах вĕсем тăван халăхăн паттăрлăхĕпе мăнаçланчĕç.

Урок вĕçленнĕ май ачасем Тăван çĕршыва юратни халăха вăрçă вăхăтĕнчи пĕтĕм хура - шурпа йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшни тата пирĕн, хальхи ăрăвăн,  Аслă Тăван çĕр -  шывăн  вăрçи  вăхăтĕнчи лару-тăру çинчен  яланах асра тытмалли çинчен пĕтĕмлетÿ турĕç.

                                                                            Федорова В.Ф.

Просмотров: 213 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Май 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz