Четверг, 25.04.2024, 04:51
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2020 » Январь » 20 » Сурхури уявĕ
10:39
Сурхури уявĕ

Ачасемпе çамрăксем тата аслă ăрури çынсем хушшинчи çыхăну çирĕп пулнине туйтарас, пĕр-пĕрне кулăшпа тĕртсе-йĕплесе ырă та сăпайлă пулма вĕрентес тесе Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 1-мĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхине вĕрентекен Федорова В.Ф. 6-мĕш класс ачисемпе сурхури уявне халалланă урок ирттерчĕ.

 Вĕрентӳçĕ сурхури уявне ĕлĕкрех мĕнле ирттерни пирки каласа кăтартрĕ. Сурхури (святки) — чӑвашсен мĕн авалтан килекен йăли-йĕркисенчен пӗри. Ӑна кун таврӑннӑ вӑхӑтра уявлаҫҫӗ. Вӑл христиан тӗнӗнчи Раштавпа пӗр вӑхӑта килет,  Кӑшарниччен (до Крещения) тӑсӑлать.

«Сурхури»сăмах  икĕ пĕлтерĕшпе çыхăннă: «сур» «шыв» тенине пĕлтернĕ. Сур турри (шыв турри) - Сурăм. «Хур» - инкек, кӳренӳ. Апла пулсан, «Сурхури» ăнлавра сывлăх пултăр, сур-хур кайтăр тесе сунни пур. Сур-хур хăвалама  çылăхсăр чунсене, ачасене, хутшăнтарнă.

 Уява ачасем пуçланă.  Арçын ачасемпе хĕр ачасем пĕрле пухăнса килĕрен киле кĕрсе сурхури юррисем юрланă.                 

                                                              Ах, кинеми, кинеми,

                                                              Çитрĕ акă Сурхури.

                                                              Пире кукăль памасан

                                                              Сурăх ури хуçăлтăр!

                                                              Пире кукăль парсассăн

                                                              Сурăх ури сыпăнтăр…

 Хуçисем вĕсене йăвачапа, пăрçапа хăналанă, кĕрпе, çу панă. Ачасем хуçисене пăрçапа сапнă, такмакласа юрланă. Килĕрен çÿресе пĕтерсен ачасем кам патне те пулин пуçтарăнса пăтă çинĕ, юмах каланă, кулнă, шÿтленĕ, ташланă, савăннă. Хĕрсемпе каччăсем вара юмăç та янă.

 Вĕренекенсем сурхури йӑли-йӗркисене кил-ҫуртра ӑнӑҫлӑх, хуҫисен ҫителӗклӗ пурнӑҫ, выльӑх-чӗрлӗхсем ӗрчевлӗ пулччӑр тесе ирттернине тата килес ҫулхи тыр-пул тухӑҫлӑхне те ҫав йӑласемпех ҫыхӑнтарнине пĕлчĕç.

Ачасем асламăшĕсемпе аслашшĕсем ĕлĕк мĕнлерех юмăç янисем çинчен те хаваслансах итлерĕç, савăнчĕç, кулчĕç. Юлашкинчен ыйтусем çине хурав пама тăрăшрĕç.

                                                                                             Федорова В.Ф.

Просмотров: 411 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Январь 2020  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz