Четверг, 25.04.2024, 22:58
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Март » 8 » Семинар иртрĕ.
07:16
Семинар иртрĕ.

Пуш уйăхĕн 6 - мĕшĕнче Патăрьелĕнчи  1- мĕш вăтам шкулта районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Республика шайĕнчи «Нумай культура талккăшĕнче чăваш чĕлхине вĕрентесси» темăпа семинар иртрĕ. Семинара 40 - е яхăн вĕрентекен хутшăнчĕ.

Семинар ĕçне Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнчи этнокультура аталанăвĕн кафедринчен килнĕ Егорова Анна Семеновна, Иванова Надежда Григорьевна, Федоренчик Артем  ертсе пычĕç. Вĕсем кашниех паянхи кун вĕрентекенсене кăсăклантаракан ыйтусемпе тухса калаçрĕç.

Уйрăмах учительсене Егорова А.С. чăваш чĕлхине ытти чĕлхесемпе танлаштарса вĕрентни  çинче чарăнса тăни килĕшрĕ. Вăл хăйĕн лекцийĕнче паянхи кун чăваш чĕлхине вырăс шкулĕсенче ытти чĕлхесемпе танлаштарса мĕнле вĕрентмелли çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Эпир чăвашсем Раççей Федерацийĕнче халăх шучĕпе 5-мĕш вырăн йышăнатпăр, вĕсенчен çурри Чăваш Республикинче пурăнать.Чăваш тата вырăс чĕлхисем патшалăх чĕлхисем  шутланаççĕ .Çак ыйтусене те хускатрĕ  Егорова А.С. хăйĕн лекцийĕнче.

Иванова Н.Г.  калаçăвĕнче чăваш литературине тĕрлĕ халăх литературипе танлаштарса вĕрентни ачасемшĕн усăллă пулнине палăртрĕ.

Çавăн пекех чăваш чĕлхине тĕпчекен  украина каччи семинарта тухса  калаçни те пурне те килĕшрĕ. Вăл чăвашла пуплеме  пĕлни  итлекенсене тĕлĕнтерчĕ. Унăн шухăшĕпе, вĕренекенсем тăван чăлхене юратчăр тесен , ачасен ытти халăхсен мультфильмĕсене чăвашла куçарнине пăхмалла, атте-анне чĕлхине ăша хывма вĕренмелле.

Семинар пуриншĕн  те усăллă  пулчĕ.

                                       Федорова В.Ф., Сорокина Л.А.

Просмотров: 429 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Март 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz