Четверг, 25.04.2024, 16:44
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2017 » Март » 24 » Республикӑри наукӑпа практика семинарӗ.
14:59
Республикӑри наукӑпа практика семинарӗ.

2017 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тури Туçари вăтам шкулта «Вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем вăя кĕнĕ тапхăрти чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхере литературăна вĕрентес ĕç-хĕлти çĕнĕлĕхсем» темăпа республикăри наукăпа практика семинарĕ иртрĕ.

Семинара «И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ» Федерацин аслă пĕлÿ паракан патшалăх бюджет вĕренÿ учрежденийĕн историпе филологи факультетĕнче вăй хуракансем, Тури Туçа вăтам шкулĕн директорĕ Петр Шашкин унăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Петр Мулюков,   Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Елена Перепелкина хутшăнчĕç.

Мероприятие районти чăваш, вырăс, тутар шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине тата Туçа шкулĕнче пуçламăш класра  вĕрентекенсем  пухăнчĕç – пурĕ 31 çын килсе çитрĕҫ. Çак семинарта Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те хутшăнчĕç. Каллина О.А., Солдатова С.А., Федорова В.Ф. вӗрентекенсем  республикăри наукăпа практика семинарне хутшăнни питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем вӗренӗвӗн ҫӗнӗ стандарчӗсене ӑша хыврӗҫ.

Семинарăн иккĕмĕш пайĕнче акт залĕнче шкул ачисем сăвă каларĕç, юрларĕс, ташларĕс. Вĕрентекенсем докладсем итлерĕç.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Тамара Васильевна Артемьева чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхене ик чĕлхелĕх тата нумай чĕлхелĕх тапхăрĕнче вĕрентессин çивĕч ыйтăвĕсем тавра калаçрĕ.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ахвандерова Алина Давыдовна анатри диалектăн фонетикипе лексика уйрăмлăхĕсене тишкернипе паллаштарчĕ. Унсăр пуçне Алина Давыдовна 11-мĕш класра вĕренекенсене кăçалхи педагогика университетне вĕренме кĕмелли йĕркепе тата çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Брусова Галина Федоровна, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, чăваш шкулĕсенче тăван чĕлхе урокĕсене вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕпе килĕшÿллĕ йĕркелессин уйрăмлăхĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тухса калаçнине те итлеме кăмăллă пулчĕ. Галина Брусова семинара пĕтĕмлетсе çапла каларĕ: «Паянхи ĕçлĕ семинар пуриншĕн те усăллă пулчĕ тесе шутлатпăр. Вĕрентекенсем тухса калаçнă докладсене, ытти паха сĕнÿсене, ĕçсене йĕркелесе  статьясен пуххине кăларас ĕмĕт пур. Çывăх вăхăтра тирпейлесе çитересчĕ вĕсене».

 Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.

Просмотров: 567 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Март 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz