Суббота, 20.04.2024, 02:22
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2017 » Октябрь » 20 » Пилĕ пурне те çиттĕр.
09:14
Пилĕ пурне те çиттĕр.

Çитес кунсенче пирӗн юратнӑ ӑсчахӑмӑрӑн, Геннадий Никандрович Волковӑн (чăваш вулаканĕсем çак ăсчаха Хуначи Кашкăр ятпа та аван пĕлеççĕ) 90 ҫулхи юбилейӗ ҫитет. Вӑл 1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31- мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк  ялӗнче ҫуралнӑ.  Халӑх пурнӑҫне, унӑн кӑмӑлне, ӑс-хакӑлне, йӑли-йӗркине тишкернӗ. Унăн пĕчĕк юмахĕсемпе калавĕсенче вун-вун ăрури пин-пин çын ăсĕ-тăнĕ.

Геннадий Никандрович паллӑ ӑсчах кӑна мар, ӑста ҫыравҫӑ, публицист, критик, этнопедагогика никĕслекенĕ те пулнӑ.

Унăн пархатарлă ěçě халăхсем хушшинчи, нумай нациллě литературăсем хушшинчи туслăха çирěплетес, авалхи йăла-йěркесене анлăлатас тěллевпе çирěп çыхăннă. Çaв тěллеве пурнăçлас тесе вăл ырми-канми ěçленě.

Шăп та лăп çак паллă çынна халалласа Патăрьелĕнчи 1 – мĕш вăтам шкулти  9 - 11 классем хушшинче тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттерчĕç. Ачасем çак ĕçсене хаваспах хутшăнчĕç. «Чи лайăх буклет» номинацире Хлебников Сергей (9 «В» класс) , «Чи лайăх презентаци» номинацире  9 «В» класри Рубцова Юлия, Никитина Светлана , Сейфутдинова  Екатерина  мала тухрĕç.  Г.Н. Волков çырнă калавĕсемпе юмахĕсем тăрăх ӳкернĕ «Чи лайăх ӳкерчĕк» номинацире вара 10«А» класра вĕренекен Галялетдинова Динара тата 10«Б» класра вĕренекен Беляева Даша хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Мала тухнисене пурне те саламлатпăр. Малашне те çапла  хастар пулма ăнăçусем сунатпăр.

                         Федорова В., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Просмотров: 461 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Октябрь 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz