Пятница, 29.03.2024, 12:08
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2018 » Декабрь » 7 » Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади
09:55
Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади

Чăваш чĕлхине, литературине вĕреннин пĕлтерĕшне ÿстерес, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас, шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе тĕпчев ĕçне явăçтарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ  тата çамрăксен политикин министерстви тата  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ    чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади» ирттерчĕ.

Олимпиадăна Чăваш Республикинчи тата республика тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсенче  5-7 классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Олимпиада икĕ номинаципе иртрĕ:

- чăваш шкулĕнче вĕренекенсем;

- вырăс шкулĕнче вĕренекенсем;

Ăмăртăва хутшăнма кăмăл тăвакансем  Патăрьелти пĕтĕмĕшле пĕлу паракан 1-мĕш вăтам шкултан та пулчĕç. Интернет - олимпиада онлайн йĕркипе иртрĕ. Уйăрса панă вăхăтра, 60 минутра, вĕренекенсем олимпиада ыйтăвĕсене хуравлама пултарчĕç, хăйсен тавракурăмне, пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Шкул ачисем хаваспах олимпиадăн ĕçĕсене пурнăçларĕç. Олимпиадăн йĕркисене пăхăнса пыма вара ачасене чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем пулăшрĕç.

Пĕтĕм чăваш ачисен интернет олимпиади  ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те усăллă пулчĕ. Ăмăртăва хутшăннă  çак ачасем çĕнтерӳçĕсемпе призерсем  пулчĕç: Хамидуллова Эльвина – 5г класс (вĕрентекенĕ - Федорова В.Ф.),  Путяков Артем – 7в класс (вĕрентекен. – Путякова Н.А), Кошкина Александра -7г класс (вĕрентекен – Путякова Н.А.), Лазарев Вадим – 7г класс (вĕрентекен. – Путякова Н.А.),  (Фролов Василий – 7г класс (вĕрентекен. – Путякова Н.А.).

Ăмăртура çĕнтернĕ ачасене  ăнăçу сунатпăр!

Федорова В.Ф., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Просмотров: 453 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Декабрь 2018  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz