Главная » 2016 » Сентябрь » 7 » Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта – «Туслăх эрни».
12:32
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта – «Туслăх эрни».
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Халăхсен туслăхĕ» эрнине хутшăнса Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта та чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ. Солдатова С.А. вĕрентÿçĕ ачасене чăваш, вырăс, тутар халăхĕсем Патăрьел районĕнче туслă пурăнни çичен ăнлантарчĕ, презентацисем кăтартрĕ, ташши – юррисемпе паллаштарчĕ.
Çавăн пекех чăваш, тутар, вырăс ачисем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта пĕрле вĕренни те халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетсе парать.