Пятница, 29.03.2024, 14:17
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Февраль » 28 » Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем регионсем хушшинчи фестиваль çĕнтерÿçисем
08:08
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем регионсем хушшинчи фестиваль çĕнтерÿçисем

Пĕр-пĕринчен опыт илес, методика тĕлĕшĕнчен пуянланас тĕллевпе вĕрентекенсем хушшинче тĕрлĕ мероприятисем ирттересси йăлана кĕрсех пырать. Акă нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Хирти Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури учителĕсен регионсем хушшинчи фестивалĕ иртрĕ. Фестивале Комсомольски тата Патăрьел районĕсен вĕрентекенĕсем çеç мар, Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчен килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç.

Хирти Явăш шкулĕнче вĕрентекенсем пурĕ 12 урокпа класс тулашĕнчи ĕç, 4 ăсталăх класĕ кăтартрĕç. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул учителĕсем те хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Путякова Наталия Алексеевна тата Гаврилова Алина Николаевна «Эпĕ тата ыттисем…» темăпа 9-мĕш класс ачисемпе класс тулашĕнчи ĕçе йĕркелерĕç. Фёдорова Валентина Фёдоровна вара 2-мĕш классемпе «Юратнă анне» темăпа ĕçлерĕ, унăн та класс тулашĕнчи ĕç пулчĕ.

Фестивале хутшăнакансем чăваш чĕлхипе литератури тата тăван ен культури урокĕсемпе класс тулашĕнчи ĕçсене çÿллĕ шайра ирттерни палăрчĕ. Пирĕн шкул вĕрентекенĕсем çĕнтерÿçĕ пулма тивĕçрĕç. Путякова Н.А. тата Гаврилова А.Н. «Чи лайăх тĕпчевçĕ» номиначи çĕнтерÿçисем пулчĕç, Фёдорова В.Ф. вара – «Чи лайăх класс тулашĕнчи ĕç» номинацин çĕнтерÿçи.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем малалла та хастар пуласса шанатпăр. Пурне те ăнăçу сунатпăр.

Путякова Н.А.

Просмотров: 392 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz