Вторник, 16.04.2024, 22:45
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Февраль » 20 » Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисен пултарулăхĕ
10:09
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисен пултарулăхĕ

Патăрьелĕнчи  1-мĕш шкулта Чĕлхе кунне паллă тăвасси малалла пырать. 7б»,5»а» классенче сăвă çырма вĕрентĕмĕр. Сăвă  тытăмĕпе ритм,  рифма терминсен  пĕлтерĕшĕсемпе паллашрăмăр.

Ачасем  тĕрлĕ темăпа хăйсен малтанхи хайлавĕсене шăрçаларĕç. Уйрăмах  сăвăра шухăш тĕшшине рифмăлама йывăррине сисрĕç, синоним сăмахсемпе усă курни ку йывăрлăха  çĕнтерме пулăшнине ăнланчĕç.

 

Емельянова  Анастасия (5а класс)

Кам хăварнă-ши йĕрсем?

Кăпăш çĕнĕ юр çине?

Кам-ши пирĕн хăнасем?

Çулĕ ун тĕмсем енне.

Вăл унтах –ши,шăпăрлан.

Пытăм йăпшăнса патне.

Кăпăш çăмлă шур куян.

 

Базманкин  Артур (5а класс)

Юрататăп эп шкула,

Вĕренетĕп тăрăшса.

Калаçатăп чăвашла,

Вырăсла,  акăлчанла.

 

Гранатская Софья (5а класс)

Манăн аннеçĕм

Чи лайăххи!

Ырă, юратнă

Ытарайми!

 

Елкин  Александр (5а класс)

Акĕ çитрĕ  çуркунне,

Вĕçсе килчĕç кайăксем,

Ешереççĕ уй-хирсем,

Вăранаççĕ чĕрĕпсем.

 

Ляллина Лилия (5а класс)

Выляма эп юрататăп

Урамра çур кун чупатăп

Юлташсем манран юлмаççĕ,

Манпа пĕрле савăнаççĕ.

 

Полина Козлова (7б класс)

Çил-тăман вĕçтерет хĕлле

Нимĕн те курăнмасть хирте.

Кайăксем вăрманта юрламаççĕ,

Ачасем урамра вылямаççĕ.

 

Муллина Юлия (7б класс)

Хĕлле иртме пуçласан,

Юр ирĕлме пуçласан,

ăнкăр-шăнкăр шыв юхать,

Çут çанталăк вăранать.

 

Дюкина Юлия (7б класс)

Çуркунне çитрĕ.

Кайăксем вĕçсе килеççĕ

Йăвисене йышăнаççĕ.

Чĕпписене кăлараççĕ,

Хитре юрăсем юрлаççĕ.

Пĕтĕм тĕнче чĕрĕлет,

Хĕвел хытăрах хĕртет.

Чĕр чунсем те вăранаççĕ

Шăтăкĕсенчен тухаççĕ.

Эх,çуркунне, çуркунне,

Килĕшетĕн эс пире!

Солдатова С.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

Просмотров: 329 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz