Среда, 24.04.2024, 19:16
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2021 » Февраль » 24 » Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ
08:00
Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ

Тăван чĕлхе! Ĕмĕрлĕхе эс пурăн,

Атте-анне пек, эс пĕртен-пĕрре.

Ман саншăн хатĕр чи хисеплĕ вырăн,

Мухтав сана, тăван чĕлхемĕре!

А.Юман

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ шутланать. Çĕр çинче пурăнакан пур халăхăн та хăйĕн чĕлхи пур. Кашни ача мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе тĕнчене курма, ăнланма вĕренет. Ăна эпир атте-анне чĕлхи тетпĕр. Чĕлхесене сыхласа хăварас, вĕсене çухалма парас мар тĕллевпе ирттерме йышăннă та çак уява.

Халăхăмăра çутта кăларнă И.Я.Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхемĕре упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Вăл тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет. Кун пирки паллă та сумлă çынсем ырă сăмахсем каласа хăварнă. Н.К.Крупская çакăн пек илемлĕ сăмахсем каланă: «Эпĕ чăвашсем калаçнине илтнĕ, вĕсен чĕлхи тĕлĕнмелле çепĕç». «Эпĕ халиччен сирĕн чĕлхĕртен илемлĕ те янăравлă чĕлхе илтмен урăх!» - тенĕ Альберт Бей та пирĕн чăваш чĕлхи çинчен.

Патăрьелĕн 1-мĕш вăтам шкулĕн 7-мĕш класĕнче вĕренекенсем тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Путякова Н.А. нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Асанне арчи» урок ирттерчĕç. Ачасем урокра тăван чĕлхе çинчен калакан сăвăсене вуларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене палăртма тăрăшрĕç, грамматика вăййисене вылярĕç. Тăван чĕлхене упрасси тата аталантарасси, хисеплесси вĕсенчен килнине палăртрĕç.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

Просмотров: 445 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz