Пятница, 19.04.2024, 12:42
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 1
Пользователей: 1
batyr1school

Новости сайта

Главная » 2019 » Сентябрь » 15 » Мухтавлă ентешĕмĕре халалласа
06:53
Мухтавлă ентешĕмĕре халалласа

Авăн  уйăхĕн  5-мĕшĕ  – СССР  летчик-космонавчĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнă кун.

Кăçал   Чăваш çĕрĕ çинче çуралнă пĕрремĕш космонавт, наци паттăрĕ, пĕтĕм тĕнче пĕлекен тата юратакан çын  90 çул тултарнă пулĕччĕ.

Патăрьелĕнчи  1- мĕш вăтам шкулти  4а класра  Чăваш ятне тĕнче уçлăхне çĕкленĕ паттăра  халалланă  урок иртрĕ. Вĕренекенсем  А.Г.Николаев ачалăхĕпе, вĕренÿ çулĕсемпе тата тава тивĕçлĕ ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашрĕç.

Виççĕмĕш космонавта Раççейĕн тата ют çĕр-шывсен вун-вун наградипе палăртнă. Унăн хушаматне Чăваш Енĕн Ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине чи малтан кĕртнĕ.  А.Г.Николаев – пирĕн республикăн, Калуга, Каспийск, Махачкала, Нальчик, Ржев, Смоленск, Караганда, София тата ытти  хуласен хисеплĕ гражданинĕ. Чăваш Енĕн çăлтăр ывăлĕн ятне Уйăхăн леш енчи кратера, Франц Иосиф çĕрĕн архипелагĕнчи пĕр купола, Антарктидăри хысака, карапсене, нумай-нумай урампа шкула, çамрăк космонавтсен отрядне панă. Шкул ачисем вĕрентекен каласа панине  кăсăклансах итлерĕç.

Ентешĕмĕр паттăрлăхне пирĕн яланах асра тытмалла, унран тĕслĕх илмелле. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç ачасем.

                                                                                   Федорова  В.Ф.

Просмотров: 416 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Сентябрь 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz