Вторник, 23.04.2024, 09:22
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2018 » Март » 7 » МИТТА ВАÇЛЕЙĚ ÇУРАЛНĂРАНПА 110 ÇУЛ ÇИТНИНЕ ХАЛАЛЛАСА
10:18
МИТТА ВАÇЛЕЙĚ ÇУРАЛНĂРАНПА 110 ÇУЛ ÇИТНИНЕ ХАЛАЛЛАСА

Чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ (Василий Егорович Митта) чăваш литературинче çирěммěш çулсенче ěçлеме тытăннă.  Пуш уйăхěн 5-мěшěнче Митта Ваçлейě çуралнăранпа 110 çул çитрě. Юратнă поэтăмăра сума суса  Патăрьелĕнчи пěтěмěшле  пěлÿ паракан 1 - мĕш вăтам шкулти 9 в класра        «Митта Ваçлейĕ – чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕсенчен пĕри» ятлă  калаçу иртрĕ.

Митта Ваçлейĕ 1908 çулта Патăръел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче (Первомайскинче)  çуралнă. Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ. Поэтăн малтанхи сăввисем 1925 çулта «Сунтал» журналта пичетленме пуçланă. Каярахпа «Çуралнă çĕр-шывра», «Çамрăк тăвана», «Тупа», «Утă çинчи ир», «Çамрăк сăвăçсене», «Тăван çĕршыва», «Паян эпĕ хĕпĕртерĕм», «Çурхи кăмăл» сăввисем кун çути курнă. Вĕсенче поэт совет çамрăкĕсен çутă ĕмĕтне, çĕнĕ пурнăç тунă çĕрте вĕсем вăй-хала шеллемесĕр ĕçленине  сăнласа кăтартнă.

Ялта колхоз юхăмĕ çĕнтерни çинчен çырнă «Çĕр чĕлхи»  поэми тата «Атăл çинче», «Кĕреке юрри», «Акатуй каччисем» сăввисем Митта Ваçлейĕн 30-мĕш çулсенче çырнă паллăрах произведенийĕсем шутланаççĕ. Вĕсенче сăвăç чăваш халăхĕн пирвайхи пилĕк çуллăхсен вăхăтĕнчи паттăр та мухтавлă ĕçĕ, иксĕлми хастарлăхĕ çинчен çырса кăтартнă.

Вăл поэзире кăна мар, прозăра та хастар ĕçленĕ. Унăн «Хисеплĕ вилĕм», «Лав хыççăн лав», «Кăçалхи калăм», «Мур», «Ватти», «Мамăк утравĕ», «Çамрăкки» тăван литературăн фондне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă.

Шкул ачисем  сăвăç пултарулăхěпе тěплěн паллашрěç, презентаци пăхрěç. 9 «в» класра вěренекенсем  Митта Ваçлейěн   сăввисене вуларěç. Уйрăмах «Сиктермерěн мана кěленче сăпкара», «Çуралнă çěр-шывра»  сăввисем пурин кăмăлне те кайрěç.

Митта Ваçлейĕ А. Пушкин, Л. Толстой, М. Горький, Н. Островский, М. Джалиль т. ыт. произведенийĕсене чăвашла куçарнă.  

Патăрьел районĕнче тухса тăракан «Авангард» хаçата 1931 çулта Митта Ваçлейĕ  никĕсленĕ.

Поэт 1957 ç. июнĕн 10 - мĕшĕнче вилнĕ. Митта Ваçлейěн  ырă ячĕ, вăл çырса хăварнă  хайлавěсем нихăçан та пирĕн асран  каймĕç.

 

                                Федорова В.Ф., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Просмотров: 639 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Март 2018  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz