Вторник, 23.04.2024, 13:17
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 5
Гостей: 5
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2021 » Ноябрь » 28 » Мĕнле хитре чăваш тĕрри
07:37
Мĕнле хитре чăваш тĕрри

Мĕнле хитре чăваш тĕрри,

Ун курăнмастъ вĕçĕ-хĕрри.

Унта асамлă çăлкуçсем,

Илемлĕ çутă çăлтăрсем.

Ваçлей Давыдов-Анатри

Чăваш тĕрри – халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ. Тĕрĕре – чăваш халăхĕн тĕнче курăмĕ, пурнăçĕ, историйĕ. Чăваш тĕррине сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва тăван культура патне туртăнма тĕрлĕ майсем туса парас тесе, ăстасен пĕлĕвне халăхра сарас тесе Чăваш Республикинче пĕлтĕртенпе чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче чăваш тĕррин кунне уявлаççĕ.

Эпир, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем, ачасене уроксенче тата класс сехечĕсенче чăваш тĕррисемпе паллаштаратпăр, тĕрлĕ куравсем хатĕрлетпĕр. Районта, республикăра йĕркеленĕ конурссене те хутшăнма тăрăшатпăр. Акă, районти ача-пăча ÿнер шкулĕ ирттернĕ «Обережная вышивка чуваш» ятлă конкурсра та вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Масяева И. (8б класс вĕренекенĕ) тата Попова А. (10б класс вĕренекенĕ) çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. Попова С.О. вĕрентÿçĕн ĕçĕ те чи лайăххисенчен пĕри пулчĕ.

Çĕнтерÿçĕсене малалла та ăнăçу сунатпăр. Чăваш тĕррин асамлăхĕ вĕсене кăна мар, ыттисене те конкурссенче палăрма вăй-хăват парасса шансах тăратпăр.

Путякова Н.А.

Просмотров: 157 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Ноябрь 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz