Суббота, 20.04.2024, 12:59
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 3
Гостей: 3
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Апрель » 19 » Мальцева Юлия – пĕтĕм тĕнче олимпиадин призёрĕ
08:57
Мальцева Юлия – пĕтĕм тĕнче олимпиадин призёрĕ

2019 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче шкул ачисемпе студентсем хушшинче чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕтĕм тĕнчери виççĕмĕш олимпиада иртрĕ. Олимпиадăна пурĕ 400 ытла шкул ачипе студент хутшăнчĕ. Ăмăртăва Чăваш, Тутар тата Пушкăрт Республикисенчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи шкулсенче 9-11 классенче вĕренекен 57 ача тупăшрĕ. Олимпиада икĕ енпе иртрĕ: «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» тата «Чăваш чĕлхин илемĕ». Хастар чăваш ачисем ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тавҫӑрулӑх енчен хӑйсен вӑйӗсене виҫрӗҫ.

Чи маттуррисен пĕри Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулта 9г класра вĕренекен Мальцева Юлия пулчĕ. Вăл пĕтĕм тĕнче олимпиадин призёрĕ ятне илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Юльăна малалла та пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем

Солдатова Светлана Алексеевна тата

Путякова Наталия Алексеевна

Просмотров: 346 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz