Среда, 24.04.2024, 10:40
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 7
Гостей: 7
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Апрель » 13 » Космонавтика кунě
12:15
Космонавтика кунě

Космосра пулса курман,

Анчах ěмěт пысăк ман:

Гагаринпа Андриян пек

Çирěп сывлăхлă пулар,

Ыр тěллевлě шухăшсемпе

Малалла хастар утар!

Патăрьелĕнчи 1-мěш вăтам  шкулти вулавăшра паян 2-мěш «В» класра вěренекенсемпе  чăваш чěлхипе литературине вěрентекен Федорова В.Ф. «Çăлтăрсен çулěпе» темăпа калаçу ирттерчě.

Раççей - аслă космос çĕршывĕ. Пирĕн çĕршыв çыннисен ĕçĕсем планетăсен хушшинчи вĕçевсен теорине никĕсленĕ, тĕнче уçлăхне çул хывнă.

Ракетăпа космос отраслĕнчи çитĕнӳсем, Çĕр çинчен пирвайхи спутнике вĕçтерсе яни, тĕнче уçлăхĕн анлăшне парăнтарни, çăлтăрсен тĕнчинчи наука тĕпчевĕсене пуçарни - пирĕн халăхăн тĕлĕнмелле ăнăçăвĕсем цивилизаци аталанăвне вăй панă.

Юрий Гагарин этемлĕх историйĕнче пĕрремĕш хут космоса вĕçнĕ - унтанпа çур ĕмĕр ытла иртнĕ. Космоса парăнтарас ĕçе пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Николаев, Чăваш Енпе тачă çыхăннă космонавтсем Николай Бударин тата Муса Манаров, наука ĕçченĕсем, регионти предприятисен специалисчĕсем курăмлă тӳпе хывнă.

Пирĕн ентешсен паттăр ĕçĕсем тĕнче историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă. Çакă çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх вырăнěнче.

Федорова В.Ф

Просмотров: 378 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz