Четверг, 28.03.2024, 18:05
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Февраль » 19 » Класс сехечĕ «Чĕлхе саккунĕсем»
13:11
Класс сехечĕ «Чĕлхе саккунĕсем»

Чăваш чĕлхи – сăмах тĕлĕшĕнчен пуян чĕлхе. Вăл чи çепĕç чĕлхесен  шутне кĕрет. Çепĕç, тăван чĕлхене сыхласа хăварас, чăваш халăхĕн историйĕпе культурине çÿллĕ шайра тытас тесе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта планпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ класс сехечĕсем, калаçусем, уроксем ирттереççĕ.

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче вуннăмĕшсем класс вăхăтĕнче «Чĕлхе саккунĕсем» темăпа калаçу ирттерчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ольга Алексеевна ачасене тĕнчери чĕлхесем тĕрлĕ çемьесене пĕрлешни çинчен каласа пачĕ, чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен çемийине кĕнине пĕлтерчĕ.

Çавăн пекех вĕрентекен чăваш чĕлхипе тĕрĕк çемйинче ытти чĕлхесен пĕрпеклĕхĕсемпе паллаштарчĕ, уйрăмлăхĕсем пирки те чарăнса тăчĕ. Чĕлхе саккунĕсем çинче те çарăнса тăчĕç вуннăмĕшсем. Кăсăклă пайĕсене сÿтсе яврĕç.

Класс сехечĕ ачасемшĕн кăсăклă та тухăçлă пулчĕ. Вĕсем çĕннине нумай пĕлчĕç. Хамăр чĕлхене, культурăна йăла – йĕркисене куç пек упрасчĕ, хамăр пуласлăхшăн тăрăшасчĕ.

Каллина О.А. чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен.

Просмотров: 360 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz