Пятница, 29.03.2024, 12:11
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2022 » Ноябрь » 14 » Класс сехечӗ «Эпир – расна ҫынсем, анчах яланах пӗрле»
17:43
Класс сехечӗ «Эпир – расна ҫынсем, анчах яланах пӗрле»

Чӱк уйăхӗн 14 – мӗшӗнче Патăрьелӗнчи 1-мӗш вăтам шкулта 5а класра «Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпăр» анлă проектăн черетлӗ класс сехечӗ иртрӗ. Класс сехечӗ «Эпир – расна ҫынсем, анчах яланах пӗрле» темăпа пулчӗ.

«Эпир пурăнакан ҫӗр – шыв пуян та мăнаҫлă. Пирĕн çĕр-шывăн хăйне майлăхĕ территори пысăккипе кăна мар, унта пурăнакан халăхсен шучĕ 200-тен иртнипе те палăрать. Кашни халăх хăйĕн культурипе, йăли-йĕркипе уйрăлса тăрать. Раҫҫейре патшалăх чӗлхи вырăс чӗлхи. Эпир ҫак чӗлхепе калаҫатпăр, хутшăнатпăр, мухтанатпăр та мăнаҫланатпăр. Вырăс чӗлхи пире тӗрлӗ халăха туслă пурăнма хистет. Нумай нациллӗ ҫӗр – шывра тӗрлӗ халăх пурăнать: вырăс, чăваш, тутар, ирҫе, якут, мăкшă тата ытти те. Вӗсем пӗр – пӗринчен  хăйсен культурипе тата историпе уйрăлса тăраҫҫӗ. Регионсем  Раççейре 89! Кашниех, тӳпере курăнакан çăлтăрсем пек, хăйне майлă, илемлĕ; пĕрле Раççей ятлă çăлтăр ушкăнĕ тăваççĕ», - тесе пуҫларӗ класс сехетне ертӱҫӗ.

Пиллӗкмӗшсем Раççей çыннисем епле расна пулнине, çав вăхăтрах эпир пурсăмăр пĕрле ‒ пĕр çĕр-шыв иккенне ҫирӗппӗн каларӗҫ.  Ачасем Раҫҫей ҫыннисем вырăс чӗлхипе усă курма пултарнине, Тăван ҫӗр – шыва юратнине, истори пурин те пӗр пулнине ҫирӗппӗн каларӗҫ.  Хамăр пурăнакан регионăн патшалăх чӗлхине ăса хывмаллине палăртрӗҫ. Чӗлхине, историне пӗлмелле, хисеплемелле тесе класс сехетне вӗҫлерӗҫ.

Пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем умра лартнă тӗллеве пурнăҫларăҫ. Шкул ачисем Раҫҫей Федерацийӗн халăхӗсем нумаййине, анчах пӗр пӗрлӗх пулнине ҫирӗплетрӗҫ.

Класс ертӱҫи Каллина О.А.

Просмотров: 103 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz