Четверг, 18.04.2024, 23:24
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2016 » Октябрь » 20 » Хăнара хаçат ĕçенĕсем.
11:47
Хăнара хаçат ĕçенĕсем.

Фоторепортаж

         Чăваш республикинче юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче информации кунĕ пулчĕ.   Патăрьелĕнчи Пĕрремĕш вăтам шкулти аслă классенче вĕренекен ачасемпе республикăра тухса тăракан «Хыпар» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулу иртрĕ. Калаçăва шкул директорĕ Андреева Н.Б. пуçласа хамăр чĕлхепе тухса тăракан хаçатсемпе журналсем пирĕн пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен асăрхаттарса хăварчĕ. Тĕл пулура «Хыпар» хаçат тĕп редактор çумĕ Моисеев Д.А., «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ Кошкин В.И.(Кервен поэт), çамрăксем валли тухса тăракан «Самант» журналăн тĕп редакторĕ В. Степанов ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç. Калаçура хăнасем ачасене хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕç. Республикăра тухса тăракан хаçатсемпе журналсем хальхи пурăçра пысăк витĕм кÿни çинчен ăнлантарса пачĕç. Василий Кервен поэт вара ачасене хăйĕн сăввисемпе паллаштарчĕ.

       Килнĕ хăнасем чăваш чĕлхин витĕмĕ паянхи пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен те каласа хăварчĕç. «Ачасем, эсир хамăр тăван чĕлхепе калаçма ан вăтанăр, атте - анне чĕлхине упрăр, пирĕн чĕлхене ют çĕршывсенче те хисеплеççĕ, тĕпчеççĕ…» - терĕ «Хыпар» хаçат çумĕ Д.А. Моисеев.

     Хаваслă тĕл пулу ачасемшĕн усăллă пуласса шанас килет.Çитĕнекен ăру тăван чĕлхене упрасса эпир ĕненетпĕр.

Чăваш чĕлхипе литературине  вĕрентекенĕсем

Просмотров: 621 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Октябрь 2016  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz