Вторник, 23.04.2024, 09:13
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Февраль » 22 » Халăхсен хушшинчи тăван чĕлхе кунĕ.
14:24
Халăхсен хушшинчи тăван чĕлхе кунĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта тăван чĕлхе эрни тухăçлă иртет. Нарăс уйăхĕн 21 – мĕшĕнче, халăхсен хушшинчи тăван чĕлхе кунне палăртрĕç. Планпа килĕшÿллĕн, 8б класра стена хаçачĕ кăларчĕç. Çак курăмлă ĕç ачасене вĕренме илĕртмелли, вĕсен пуплевне аталантармалли паха майсенчен пĕри. Пурте пĕрле ĕçесси – ачасемшĕн савăнăç. Кашниех, хаçата кирлĕ материалсене шкул библиотекинче, интернетра шыраса усăллă ĕç пурнăçларĕç. Кĕçĕн класс ачисен сăввисене, калавĕсене тĕрĕслесе якатрĕç. Шухăшлама, мĕн кирлине шыраса тупма хăнăхнă ача вĕренÿре ĕлкĕрсе пынине кашни вĕрентекен лайăх ăнланать. Хаçата ачасем тăван чĕлхе çинчен çырнă сăвăсем, каларăшсем вырнаçтарчĕç, чăваш эрешĕсемпе илемлетрĕç. Стена хаçачĕ илемлĕ тата курăмлă пулчĕ.

Урок тухăçлă иртрĕ. Ачасем тулли кăмăлпа ĕçлерĕç. Хăйсен ĕçне курса савăнчĕç.

Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ăша хывнă чух, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем, çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсене усă курса кирлĕ пĕлĕве ачасем патне çитереççĕ. Çак чĕлхе материалĕ ачасен ăстăнĕнче нумайлăха çĕрĕпленсе юлать. Çавна тĕпе хурса ĕçлеççĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем.

Каллина О.А., тăван чĕлхе вĕрентекенĕ.

Просмотров: 431 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz