Суббота, 20.04.2024, 11:21
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2022 » Январь » 28 » Кăсăк калаҫу
11:22
Кăсăк калаҫу

«Çамрăксем сывă пурнăҫ йĕркишĕн!» акцие хутшăнса, Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртеҫҫĕ. 5 – мĕш класра вĕренекенсен, чăваш чĕлхи урокĕнче  кĕске калаҫу иртрĕ. Паллах, сывă пурнăҫ йĕркине ҫирĕп тытса пырас тесе тăрăшаҫҫĕ вĕсем.

«Кăшăлвирусран» сыхланас  тесен  мĕн тумалла? Ачасене  ҫак ыйту  кăсăклантарчĕ.  Сывлăх пурнăҫра чи кирли. Кăна пурте пĕлетпĕр. Апла пулсан пирĕн сывлăх хамăр алăра.   Çавăнпа йăлана кĕнĕ пек сыхлав йĕркисене пăхăнмалла: маскăпа ҫÿремелле, сыхлав упражненийĕсене куллен тумалла, виҫеллĕ уҫă сывлăшра пулмалла, сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнмалла. Пысăк температура пулсан, сăмса тулса ларсан пĕр тăхтаса тăмасăрах тухтăр патне каймаллине ăнланаççĕ ачасем. Сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнаҫҫĕ пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем. Кăсăк калаҫăва вĕҫлесе ачасем сывлăха сыхлани хамăршăн тесе ҫирĕплетрĕҫ.

«Çамрăксем сывă пурнăҫ йĕркишĕн!» акцие хутшăнса,  кĕҫĕн класри юлташĕсем патне ҫитсе килме тĕп тĕллев те лартрĕҫ. Вĕсем шăпăрлансене сывă пурнăҫ йĕркипе паллаштарĕҫ.

Каллина О.А., чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Просмотров: 155 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Январь 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz