Суббота, 20.04.2024, 13:30
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Октябрь » 24 » Кăсăк калаҫу.
15:31
Кăсăк калаҫу.

«Çамрăксем сывă пурнăҫ йĕркишĕн!» акцие хутшăнса, Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртеҫҫĕ. 11 – мĕш класра вĕренекен, волонтерсен тата пулас тухтăрсен кĕске калаҫу иртрĕ. Паллах, сывă пурнăҫ йĕркине ҫирĕп тытса пырас тесе тăрăшаҫҫĕ вĕсем.

«Шăлсем ҫирĕп пулччăр тесен пирĕн мĕн тумалла?» - ачасем хушшинче ҫак ыйту тавра калаҫу иртрĕ. Шăлсем ҫын сывлăхĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пурте пĕлетпĕр, анчах та шăл тухтăрĕ патне кайма васкамастпăр. Шăлсене упрас йĕркене ҫирĕплетсе палăртрĕҫ ачасем. Сиплесси патне ҫитмелле ан пултăр, хитре шăлсене йăл ҫиҫсе кăтартмалла пултăрччĕ, тулли кăмăлпа шурă шăлсемпе сывлăх сунмалла… - ҫапла пĕр шухăшлă пулчĕҫ кăсăк калаҫăва вĕҫлесе вĕренекенсемпе класс ертÿҫи.

«Çамрăксем сывă пурнăҫ йĕркишĕн!» акцие хутшăнса, 11 – мĕш класра вĕренекенсем кĕҫĕн класри юлташĕсем патне ҫитсе килме тĕп тĕллев те лартрĕҫ. Вĕсем шăпăрлансене те шăлсене упрас, сывă пурнăҫ йĕркипе пурăнас  йĕркепе паллаштарĕҫ.

Каллина О.А., класс ертÿҫи.

Просмотров: 381 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz