Суббота, 20.04.2024, 09:57
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2017 » Апрель » 24 » Яланах янра, чăваш чĕлхи!
09:36
Яланах янра, чăваш чĕлхи!

Фоторепортаж

Чäваш чĕлхи – халăхӑн ĕмĕр сӳнми ăс-тӑн чечекĕ. Мĕн тери ҫепĕҫ те илемлĕ чăваш чĕлхи! Вăл ылтӑн-кĕмĕлтен те хаклăрах, хĕвелпе танах хĕрӳ те хӳхĕм. Кашни сӑмахĕ чуна пырса тивет.

Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 1-мĕш вăтам шкулта иртекен чăваш чëлхи  эрнине 3а класра вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕҫ. Чăваш чĕлхи урокĕсенче ачасем Иван Яковлевич Яковлев халалĕсене тĕпчерĕҫ, хамăр ентешсен Раиса Сарпи, Николай Кушманов, Ева Лисина, Марина Карягина кӗнекисемпе паллашрӗҫ, унтан ӳкерчĕксем турĕҫ. Настя Сулагаева, Алеша Елкин, Настя Емельянова, Софья Гранатская ӳкерчĕкӗсем питӗ илемлӗ тухрӗҫ. Чăваш республикин символӗсен авторӗсемпе паллашни виҫҫӗмӗш класс ачисене чăваш чӗлхине тата юратса вӗренме,  ăна упрама, тӗпчеме, тавра курăма ӳстерме хавхалантарчӗ.

Тăван чӗлхе—тăван халăхăн нихăҫан та иксӗлми ăс-тăн ҫăл куҫӗ. Ҫак ҫăл куҫран эпир мӗн ачаран тумламăн-тумламăн пӗлӳ илсе ӳсетпӗр. Тăван сасăран, тӑван чӗлхерен пирӗн ăс-хакăл, чун-чӗре вăй-халӗ, кăмăл никӗсӗ аталанма пуҫланине манас марччӗ. Чăвашсен аслă ҫутта кăлараканӗ И.Я. Яковлев ҫапла палăртнă: «Анне чӗлхи – халăх ӑс-хакăлӗпе кăмăл-сипечӗн аслăран та аслă вăйӗ, унăн тӗп тӗрекӗ».

 Максимова Л.П., 3а класс вĕрентекенĕ

Просмотров: 689 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz