Четверг, 25.04.2024, 03:52
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2018 » Апрель » 25 » Иванова Анастасия – пĕтĕм тĕнче олимпиадин çĕнтерÿçи
10:29
Иванова Анастасия – пĕтĕм тĕнче олимпиадин çĕнтерÿçи

2018 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче чăваш чĕлхипе,  литературипе шкул ачисен тата студентсен пĕтĕм тĕнче олипиади иртрĕ. Ăна И.Я.Яковлев патриарх çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă. Олимпиада икĕ енлĕ пулчĕ: «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» тата «Чăваш чĕлхин илемĕ».

«Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» енпе олимпиада Шупашкар хулин 24-мĕш шкулĕнче иртрĕ. Ăмăртăва Чăваш, Тутар тата Пушкăрт Республикисенчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи шкулсенче 9-11 классенче вĕренекен 52 ача хутшăнчĕ. Вĕсенчен улттăшĕ çĕнтерÿçĕ пулчĕ, çиччĕшĕ призёр шутне кĕчĕ.

Ăс-хакăл, пултарулăх, тавçăрулăх енчен чи маттуррисен пĕри Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулта 9б класра вĕренекен Иванова Анастасия пулчĕ. Вăл олимпиада ĕçĕсене пурнăçласа чи нумай балл пухса пĕтĕм тĕнче олимпиадин çĕнтерÿçи ятне тивĕçрĕ.

Настьăна малалла та пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем Солдатова Светлана Алексеевна

тата Путякова Наталия Алексеевна

Просмотров: 537 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2018  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz