Четверг, 25.04.2024, 04:05
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2018 » Апрель » 21 » И.Я. Яковлев – чǎваш халǎхне ҫутта кǎлараканĕ, хальхи ҫырулǎха никĕслекенĕ
13:24
И.Я. Яковлев – чǎваш халǎхне ҫутта кǎлараканĕ, хальхи ҫырулǎха никĕслекенĕ

Кăçал, 2018-мĕш çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăвашсен Аслă Вĕрентекенĕ Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитет.

Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан пĕрремĕш вăтам шкулта  1«в», 1«г» класри ачасем чăваш чĕлхи урокĕнче  И.Я. Яковлев калавěсемпе, юмахěсемпе паллашрĕç, ÿкерчĕксем турĕç.   Ун хыççăн  вĕренекенсем „Чăваш халăх просветителĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ“ презентаципе паллашрĕç, кăсăклă ыйтусем пачěç.

И.Я. Яковлев 1848-мĕш çулхи ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикин Теччĕ районĕнчи Кǎнна Кушки ялĕнче çуралнǎ.  Пĕчĕклех тǎлǎха тǎрса юлнǎ. Пахомовсен усрав ачи пулса ÿснĕ. Сакǎр çула çитнĕ-çитменех лашапа ака-суха тунǎ, çурлапа тырǎ вырнǎ, çǎпата та хуçнǎ. Хресчен ĕçĕ мĕн тери йывǎр, çав вǎхǎтрах пархатарлǎ пулнине чĕрипе туйса çитĕннĕ. Вĕреннĕ çын кǎна пурнǎçа çǎмǎллатасса лайǎх ǎнланнǎ вǎл. Чĕмпĕрти гимназире, Хусанти университетра ǎс пухать. Ырми-канми вǎй хунипе 1868 çулта Чǎваш шкулĕ уçǎлать. Çак шкултан ĕнтĕ чǎвашсен пулас вĕрентекенĕсем, çыравçисем, культурǎпа искусство çыннисем ÿссе çитĕнеççĕ. Тǎван сǎмах сумĕ чи çÿллĕ шая хǎпарса çитет, чǎваш алфавичĕ йĕркеленет, халǎха вĕрентес ĕç анлǎн тапранса каять, илемлĕ литература чĕлхи никĕсленет, чǎваш юрри-кĕвви çунат сарать. И.Я. Яковлев уçнǎ Чĕмпĕрти шкултан вĕренсе тухнǎ çамрǎксем – К.В. Иванов, М.Д. Трубина, Ф.П. Павлов тата ыттисем те – тǎван халǎх тĕнче курǎмне çĕнĕ пусǎма çĕклеççĕ.

Чǎннипех те Улǎп çын пулнǎ И.Я. Яковлев!  Ун ĕçне хакласа пĕтереймĕн,  пысǎк чунлǎ çын кǎна çакǎн пек пулма пултарать.  50 çул хушши тǎван халǎх чечекленĕвĕшĕн, пуласлǎхĕшĕн вǎй хунǎ вǎл.

Вĕрентекен пулǎшнипе вĕренекенсем çакǎн пек пĕтĕмлетӳ турĕҫ: И.Я. Яковлевǎн пурнǎҫĕ ҫǎмǎл пулман, анчах та вǎл парǎнман, хǎй те ҫĕкленнĕ, чǎваш халǎхне те пулǎшнǎ, ҫутта кǎларнǎ.

Федорова В.Ф., чăваш чĕлхипе  литературине  вĕрентекен       

Просмотров: 557 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2018  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz