Пятница, 29.03.2024, 16:29
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2020 » Апрель » 25 » «Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акци
11:30
«Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акци

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,

Эс чи пахи, эс – чун уççи.

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,

Пин чĕлхерен чи çепĕççи.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Йăлана кĕнĕ майпа çак эрнере ака уйăхĕн 20-пе 25-мĕшĕччен республикăн кашни шкулĕнчех чăваш чĕлхипе литератури эрнине ирттереççĕ. Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулта та вăл иртет, анчах пурнăçри пăтăрмахлă кунсенче вăл инçет мелĕпе пулса пырать. Пур ача та, ашшĕ-амăшĕ те шкул вĕрентекенĕсемпе пĕрле тĕрлĕ мероприятисенче хутшăнать.

Калăпăр, Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ ака уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче «Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акци ирттерет. Çак акцие чăвашла калаҫакан кирек кам та хутшăнма пултарать: чăваш чĕлхи ҫинчен сăвă вуласа е юрă юрласа видео ҫине ӱкерсе илмелле те #эпĕчăвашлакалаҫатăп хештегпа Интернетри хутшăну тетелĕсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла. Пирĕн шкул ачисем Сироткин И. (5 класс вĕренекенĕ), Иванов А. (6 класс вĕренекенĕ), Кошкина А. (8 класс вĕренекенĕ), Путякова Ю. (4 класс вĕренекенĕ), Петрова Т. (4 класс вĕренекенĕ) хăйсем вулакан сăввисене интернетри Instagram тетелте вырнаçтарчĕç. Чăваш сăмахĕсен илемлĕхне куракан патне илсе çитерме тăрăшрĕç. Чăваш чĕлхи чи пахи, пин чĕлхерен чи çепĕççи пулнине çирĕплетсе пачĕç.

Шкул ачисем уроксенче те чĕлхе пĕлтерĕшĕ çинчен тĕрлĕ калаçусем ирттереççĕ, Иван Яковлевич Яковлевăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен калаçаççĕ, Чăваш Республикин сумлă çыннисен пурнăçĕпе пултарулăхне тишкереççĕ. Çемье вăййи «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурса та хутшăнма тăрăшаççĕ.

Çитес мероприятире те ачасемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020»  акцие хастар хутшăнасса шансах тăратпăр.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен

Просмотров: 334 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2020  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz